Грант укçипе чăвашла вĕрентетпĕр

6 Июл, 2017

Мана, Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче çуралса çитĕннĕскерне, шăпа Екатеринбурга илсе çитерчĕ. Çавăнпах манăн Урал чăвашĕсемпе мĕнле паллашнине каласа кăтартнинчен пуçлас килет хамăн çырăва. 2007 çулта раштав варринче Свердловск филармонийĕн артисчĕсемпе пĕрле Нягань хулине гастроле кайнăччĕ. Ун чухне Екатеринбург оперăпа балет театрĕн солисткинче ĕçлеме пуçланăранпа 7 çул çитнĕччĕ ĕнтĕ. Мана Свердловск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн премийĕпе хавхалантарнăччĕ. Литература тата ÿнер тытăмĕнчи çитĕнÿсемшĕн "Браво" премие тивĕçнине те асăнса хăвармалла.

Купере алла тытнă хаçатра Екатеринбургри чăвашсем çинчен çырнине тупрăм. Каялла çаврăнса килсенех телефонпа вĕсемпе çыхăнтăм. Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Çавăнтанпах вырăнти чăваш наци обществин ĕçне хастар хутшăнакансен йышĕнче эпĕ. Ун чухнех 100-е яхăн чăваш пĕр тытăма чăмăртаннине пĕлтĕм. 2008 çулхи çу уйăхĕнче "Екатеринбургри чăваш наципе культура автономийĕ" общество организацийĕ çуралчĕ. Малтанах йыша пысăклатма тĕллев тытрăмăр. Хулари нацисен хушшинчи библиотекăпа, ытти национальноçсен общество организацийĕсемпе çыхăну йĕркелерĕмĕр. 2008 çулта чăвашлăхпа çыхăннă сумлă пĕрремĕш мероприяти ирттертĕмĕр. Тюмень делегацийĕ килсе çитрĕ. "Тăван" организаци ертÿçи В.Логинов, И.Маслова культуролог тата Шупашкар хăнисем А.Кипеч сăвăç, П.Пупин скульптор филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Д.Николаев йĕркеленĕ конференцие хутшăнчĕç. Урамра шÿрпе пĕçертĕмĕр. Самартан килнĕ Михаил Анисимов концерт кăтартрĕ. Эпĕ те юрларăм.

2008 çултанпа Кĕр сăри, Сурхури, Çăварни, Акатуй йĕркелессине йăлана кĕртрĕмĕр. Сценари çырасси, уява ертсе пырасси — маншăн шăл çемми. Ытти ĕçе общество хастарĕсем хăйсен çине илнĕ. Наци уявĕсенче тăван халăх йăли-йĕркине кăтартатпăр, гимн, хăна юррисем юрлатпăр, тутлă апат-çимĕç янтăлатпăр. Эпир çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи йăхташăмăрсене, Чăваш наци конгресĕн, Урал халăхĕсен ассоциацийĕн хастарĕсене, Свердловск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тата хула пуçлăхĕн администрацийĕсен ĕçченĕсене общество организацийĕн пурнăçĕпе паллаштаратпăр.

Пĕрремĕш Акатуй тĕлне фольклор ушкăнĕ йĕркелеме вăй çитертĕмĕр. Çавăнтанпах чăваш юрри-ташшипе пур уява та илем кÿретпĕр.

Çĕмĕрлере çуралнă, халĕ Свердловск облаçĕн депутачĕ Анатолий Никифоров "Таганский" кану паркĕнче Акатуй ирттерме, чăваш çи-пуçĕ çĕлетме пулăшать. Вăлах П.Пупин скульптора, А.Алексеев графиста курав йĕркелеме май туса пачĕ.

Свердловск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ çумĕнчи Консультаци канашĕн членĕ Димитрий Николаев общество организацийĕн пуçлăхĕнче 5 çул тăрăшрĕ. Халĕ ертÿçĕ тилхепине Оксана Храмцова тытса пырать. Эпир эрнере пĕрре Урал халăхĕсен ассоциацийĕсен çуртĕнче пуçтарăнса калаçатпăр, репетици ирттеретпĕр. Нумаях пулмасть "Чăваш Республикинчи манăн районăн паллă çыннисем" проект хута кайрĕ. Çавна май Шупашкартан, ытти регионтан культура, ăслăлăх паллă ĕçченĕсене тĕл пулăва чĕнетпĕр.

Общество организацийĕ Свердловск облаçĕн Вĕрентÿ министерствин грантне 3 хутчен тивĕçрĕ. Çак укçа чăваш чĕлхине вĕрентекен курссем йĕркелеме пулăшрĕ.

Хастарсене ятран асăнас илет, анчах вĕсем ытла нумайăн. Артемий Тельцов купăсçă, тĕслĕхрен, Челябинска куçрĕ пулин те пирĕн тăрăхри мероприятисене сиктермест. Маргарита Сомовăн, Николай Степановăн, Болеслав Ивановăн, Наталья Алферовăн, Вадим Владимировăн, Лидия Кругловăн, Надежда Воробьевăн, Иван Михайловăн, Валентина Кузнецовăн... ĕçченлĕхĕ пурне те тĕлĕнтерет. Эпир хамăр та çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитме тăрăшатпăр. Малашне те чăваш культурине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе кăмăлтан ĕçлĕпĕр.

Наталья МОКЕЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.