Чăваш хĕрĕ - Раççей "Этнопики"

3 Июл, 2017

Чăваш Республинче иртекен фестивале, конкурса, уява хутшăнакан аякри йăхташăмăрсем уйрăмах асран тухмаççĕ. "Чăваш пики" конкурс çĕнтерÿçи, "Кĕмĕл сасă" фестиваль лауреачĕ Алена Савельева та куç умĕнчех. Çитĕнÿ çулĕпе утакан Пушкăртстан хĕрĕн пурнăçĕпе, ахăртнех, нумайăшĕ кăсăкланать. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Мускавра "Этнотĕнче" парк-музейра йĕркеленĕ "Раççей мисĕ — 2017" илем конкурсĕнче вăл "Этнопике" ят çĕнсе илнине вулакансене пĕлтерес килет.

Тĕрлĕ халăх хĕрĕсем хутшăннă çак конкурса. Алена Чăваш Республики çинчен каласа пани, халăх юррине шăрантарни, наци çи-пуçне кăтартни жюри членĕсене кăна мар, куракансене те çав тери килĕшнĕ. Сцена çине кашнинчех тумтир улăштарса тухакан хĕре вĕçне çитичченех хавхалантарнă вĕсем.

Чăваш хĕрарăмĕн Елена Ягуповăн иксĕлми вăй-хăвачĕ те çĕнтерме пулăшнă ăна. Чаршав хыçĕнче шăпах вăл кĕтсе тăнă çывăх юлташне. "Елена 50-ран иртнĕ пулин те наци мероприятийĕсене сиктермест. Ăшă сăмах тупсах тăрать вăл", — палăртать çĕнтерÿçĕ.

Чи лайăх мăшăр тата ашшĕ

Сăнатăп та, Алена Савельева çултан çул илемленсе кăна пырать, малтанхинчен те илĕртÿллĕрех вăл халĕ. Унсăр пуçне мана икĕ ача амăшĕ пур çĕре те ĕлкĕрни тĕлĕнтерет. Халĕ йăхташăмăр Гнесинăсен ячĕллĕ музыка академийĕнче пĕлĕвне тарăнлатать. Унăн мăшăрĕ Александр икĕ ывăлĕпе Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче пурăнать.

Лара-тăра пĕлмен Алена Мускав чăвашĕсемпе Республика кунĕнче хăналанни çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан каллех çĕршывăн тĕп хулине ĕçпе çитнĕ вăл. Кĕçнерни кун ирхине Пушкăртстана вĕçнĕ. Халĕ ЧР кинематографистсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Олег Цыпленков утă уйăхĕн пуçламăшĕнче йĕркелекен çул çÿреве кайма хатĕрленет. 6-ри Савелие те хăйĕнчен хăварасшăн мар, ăна та тĕнче кăтартасшăн.

Алена Савельевăна мăшăрĕ халăхпа пĕрле канма, савăнма чармасть. "Кĕвĕçнине пĕрре те кăтартман. Вăл çине тăнипех Мускаври чăвашсен ташă каçне çÿретĕп. Музыка академийĕнче те Александр чи лайăх мăшăр тата ашшĕ пулнине пĕлеççĕ. Эпĕ академи отпускĕ хыççăн 9 уйăхри Мирослава унпа хăварса вĕренĕве малалла тăсрăм вĕт", — тет студентка. Тепĕр çул диплом хÿтĕлемелли вăхăт çитет унăн.

Жюри членне качча тухнă

Хăйĕн пултарулăхне конкурсра тĕрĕслеме хăнăхнă хĕр жюри членне качча тухасси çинчен шухăшламан та. 2009 çулта Нурлат хулинчи черетлĕ конкурсра тĕл пулма пÿрнĕ вĕсене. Ун чухне Тутарстан чиперкки çĕнтернĕ, Алена Савельева 2-мĕш вырăн йышăннă. Жюри членĕ Александр Иванов парне пама сцена çине хăпарсан пĕртен-пĕр пикене — Алена Савельевăна — ыталаса питĕнчен чуп тунă. "Эсĕ — чи маттурри", — пăшăлтатнă хăлхинчен вăл. Çакăн хыççăн эрнеренех каччă хĕр патне çитсе кĕнĕ. "Шăпа çырнипе тĕл пулнине чĕре систерчĕ", — пытармасть телейлĕ арăм. Сăмах май, пĕр-пĕрне тупиччен иккĕшĕн те савни пулнă. Каччă хĕрĕнчен чылай аслăрах пулни те пĕр çулпа утма чăрмантарман вĕсене.

2010 çулта Анат Чаллăра тăванĕсене туй кĕрекине пуçтарнă вĕсем. Унтан Пушкăртстана Аленăн аслашшĕпе асламăшĕн пушаннă пÿртне куçнă.

Пĕрлешсенех упăшки пĕр сăмахсăрах арăмĕн хушаматне илнĕ. "Эпир çемьере виçĕ хĕр çитĕнтĕмĕр. Халĕ пирĕн ывăлсем Савельевсен йăхне тăсаççĕ", — ăнлантарать Алена.

Юламанри чăвашсем кирпĕч çуртсем çĕкленине палăртать вăл. Халăх май пур таран лайăхрах пурăнма ăнтăлнине тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Тăван халăх йăли-йĕркине упраççĕ кунта. Сăмахран, эрмен пĕр çемйине те чăвашла вĕрентнĕ йăхташăмăрсем — капла пĕр-пĕринпе хутшăнма çăмăлрах.

Юрă-ташăпа çеç тутă пулаймăн

Пуçаруллă та пултаруллăскер предпринимательсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕн ялта хăйсене ятăн лавкка пур. Малтан Аленăна та çак ĕçе явăçтарма палăртнă вĕсем. Анчах сцена пурнăçне килĕштерекен аслă хĕрĕ Ĕпхÿри искусствăсен академине суйласа илнĕ. Шăпах çав çул килнисене юрлама вĕрентменнине пула "Кино тата театр режиссерĕ" специальноçа алла илнĕ. Çапах юрă тĕнчинче хăйне хăтлă туяканскер ĕмĕтленме пăрахман. Çавăнпах Мускаври музыка академине вĕренме кĕнĕ вăл.

Юрă-ташăпа çеç тутă пулаймăн. "Эпĕ кирек ăçта та çăкăрлăх ĕçлесе илме пултаратăп", — çирĕппĕн калать хĕр. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те парикмахер-стилиста вĕреннĕ. Пушкăрт Республикинче илем салонĕ уçнă.

"Мускавра общежитири студентсем мана кăна çÿç кастараççĕ. Çитменнине, пÿлĕмрен те тухмалла мар", — тăсăлать калаçу.

Нумаях пулмасть Савельевсем çĕршывăн тĕп хулинче йĕркеленĕ "Çемье тĕнчи" фестивальте пĕрремĕш вырăн йышăннине те палăртмалла. Унта та тĕрлĕ наци çыннисем хутшăннă. Аленăн мăшăрĕпе ывăлĕсем кăна мар, амăшĕ Лидия Юрьевна та çула тухнă ун чухне. "Упăшка Мускава çитсенех сценари çырма ларчĕ. Тĕрĕссипе, репетици ирттерме те вăхăт пулман. Конкусра чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштартăмăр. Куракансем наци юрри-ташшипе киленчĕç. Çĕнтернĕшĕн темĕн чухлĕ парне — сертификатсем, ал ĕçĕсем, мультиварка — пачĕç", — аса илет 2 ача амăшĕ. Çулталăк вĕçĕнче Суздальте иртекен черетлĕ конкурсра хăйсен пултарулăхне тепĕр хут кăтартĕ çак çемье.

Марина ТУМАЛАНОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.