Юхтăр юрă

23 Апр, 2014

Юрă - халăх пуянлăхĕ. Пин-пин юрă янăрать çĕр çинче.

«Вăхăт çитĕ, чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ, - ĕмĕтленнĕ хăй вăхăтĕнче Çеçпĕл Мишши. - Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлĕ, вăрман кашлĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр улăхсем симĕсленсе выртĕç. Телей куç умне тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ - çакă чăваш юрри пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ».

Мĕн тери асамлă сăмахсем! Хурăнташлă халăхсен çемйинче чăваш халăхĕ те вăй илчĕ.

Юрă - чи шанчăклă юлташ. Вăл пурнăçа юратма, тăван халăх телейĕшĕн паттăрлăх кăтартма чĕнет, ыранхи кун паянхинчен çутăрах та илемлĕрех пуласса шантарать.

Юрă - сăвăпа кĕвĕ пĕрлĕхĕ.

- Çапла, лайăх сăвăпа илемлĕ кĕвĕ шăранчăкĕ, - килĕшрĕ манпа Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. - Анчах тепĕр чухне композитор чунĕнче сăвăсăр кĕвĕ те çуралать. Шăпах çавăн пек кĕвĕ çуралнă та Филипп Лукинăн 1983 çулхи кĕркунне Кăкшăмри пултарулăх çуртĕнче пурăннă кунсенче. Вăрманта уçăлса çÿренĕ чухне шăранса тухнă кĕвве вăл пÿлĕме кĕрсенех нота тетрадьне çырса хурать. Пĕр-ик эрнерен хулана таврăнсан çав кĕвĕ валли сăвă çыртарма шухăшлать. Филипп Миронович ман пата шăнкăравланине лайăх ас тăватăп. Кĕвве пианинăпа каласа телефонпа итлеттерчĕ, унăн виçи-пусăмĕпе сăвă çырса пама ыйтрĕ. Кĕвĕ мана тунсăхлăрах пек туйăнчĕ. Тÿрех ялти пĕр-пĕр телейсĕр юрату пирки шухăшлама тытăнтăм. Хĕр хăйĕн инçетри савнине таса кăмăлпа кĕтсе пурăннине сăнласшăн пултăм çав сăвăра. Шухăша мĕнле те пулин сюжет урлă кăтартсан аванччĕ. Ку - çĕнĕлле пулать, - шухăшларăм тата юрату туйăмне çут çанталăк пулăмĕсемпе, кĕркунне юр çусан та хăй тавра хĕлхем сапса ларакан паланпа çыхăнтартăм. Мана вăл уçланкăра ÿснĕн курăнчĕ. Икĕ-виçĕ кунран Филипп Мироновича çĕнĕ сăвва вуласа патăм. Ним чĕнмесĕр итлерĕ. Çырса илчĕ. Кĕвĕ пусăмĕсене пианино умне ларса тимлĕн тĕрĕслесе тухрĕ. Йышăнчĕ. Çапла çуралчĕ «Уçланкăри палан» юрă. Кĕçех вăл хăйĕн инçе çулне тухса кайрĕ.

Чăваш çынни çут çанталăкри сасăсене итлесе киленет, вĕсемпе килĕшÿллĕн хăй ĕçне тăвать. Алла кĕвĕ хатĕр-хĕтĕрĕ тытсан та вăл ăна пĕтĕм чунне парса калать. «Ахальтен мар хăш-пĕр кĕвĕ хатĕрĕсен сасă тăвакан пайне чĕлĕх ?«чĕлхе» тениех% теççĕ, унпа хĕлĕх сăмах та çыхăннă, - çырать Евгений Ерагин ăсчах «Чăваш ăс-хакăлĕ» вĕрентÿ кĕнекинче. - Вăйăçсем ĕлĕкех халăхра пысăк хисепре пулнă, вĕсен асамлăхĕн витĕмĕ юмăçсемпе танах шутланнă. Кĕвĕ хатĕрĕсем урлă чăваш ыр-хаярсен сассине илтет. Çав сасăсем ăна савăннă чух та, хурланнă чух та кирлĕ, вĕсем лару-тăрăва çын чунне килĕшÿллĕ тăваççĕ. Çавна май халăхра авалах шăхăрса каламалли кĕвĕ хатĕрĕсем те, шаккаса каламаллисем те, чĕлĕхлисем, хĕлĕхлисем - тем тĕрли те сарăлнă».

Станислав Толстов композиторăн

кĕвви-çеммине илес пулсан вĕсенче çут çанталăкри илемлĕ сасăсен, вĕсене сăнарлă палăртнисем йышлă тĕл пулаççĕ. Кĕвĕсенче çурхи шыв сасси те, вăрман шавĕ те, уй-хир пăшăлтатăвĕ те çителĕклех. Кайăк юрри-сасси мĕн чухлĕ тата! Шăпчăк, шăнкăрч, чĕпчĕм... Вĕсене уйăрма çеç пĕл. Çапса каламалли кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕсем: питлĕх, чан. Параппан мĕне тăрать! Çавăнтах йăмра шăхличĕпе тăм шăхлич... кĕсле сасси. Вĕсемпе пĕрле Атăл тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ халăхăн кĕвĕ-çемĕ элеменчĕсем сăрхăнса тухаççĕ те кирек кам чунне те, тĕлĕнмелле асамлă вăй-хăват пырса кĕрет. Пурăнас килет!

Паллах, юрăра чуна тыткăнлакан кĕвĕпе пĕрлех тарăн шухăшлă, çепĕç сăмахсемлĕ сăвă кирлĕ.

Станислав Толстов хăех композитор, вăйăçă, юрăçă. Сасси - лирикăллă тенор. Уçă та янăравлă. Юнашар - пулăшаканĕ - мăшăрĕ Вероника Алексеевна. Сасси - сопрано, питĕ килĕшÿллĕ. Вăйăçă кĕввипе пĕрле икĕ илемлĕ сасă пĕтĕм зала тыткăнлать.

Пур çыншăн та, уйрăмах культурăпа искусствăра, ăслăлăхпа ÿнерте ĕçлекенсемшĕн çут çанталăк пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

- Çут çанталăк - пысăк киленÿ, чун йăпатмăшĕ, - терĕ Станислав Петрович Толстов. - Çак туйăм мĕн ачаранах ăшăмра. Шкулта вĕреннĕ чухне, çуллахи каникул вăхăтĕнче, аттепе пĕрле ял кĕтĕвне кĕтеттĕмĕр. Тутара - вĕрене шăхличĕ. Пилĕк шăтăк. Пÿрнесемпе кĕвĕсем туса вĕр те вĕр. Пăх та савăн, çемçе курăк çинче путексем сиккелеме пуçлаççĕ.

Вунă çул урлă каçсан çурăм хыçне ялан пĕчĕкçĕ купăс çакса çÿреттĕм. Умра - сип-симĕс çырма, шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсем, ытарайми лаштра йăмрасем, тÿпере тăри юрри...

Кĕтĕве çавра кÿлĕ хĕрринчи лăпкă тапăра тăратсанах пĕр-пĕр йăмра сулхăнне лараттăм. Пÿрнесем хăйсем тĕллĕнех купăс тÿмисене шыраççĕ. Пĕрремĕш сасă çеç пулать - çĕр-çĕр куç мана пăхать. Айккинелле пăрăнса утнă качакасем те чарăнса тăраççĕ. Ĕнесем те кĕвĕ çеммипе хÿрисене сулкалама пуçлаççĕ.

Ялти музыка шкулĕнче вĕреннĕ май нумай кĕвĕ пĕлеттĕм. «Çывăхри вăрман пек шавласа алă çупрĕ халăх», - шухăшлаттăм ăшра. Хĕвеллĕ кунсенче тăван тавралăх калама çук хитре. Илемлĕх юратăва илĕртет, юрату илемлĕхпе ешерет теççĕ вĕт-ха. Çавăнтанпа эпĕ тăван ялпа, ытарайми тавралăхпа, çывăхри вăрман-çаранпа ĕмĕрлĕхе тăванлашрăм.

Чăваш филармонийĕнче баянистра ĕçленĕ чухне канмалли кунсенче тăван ялта - Сăкăтра пултăм. Муркашри вăтам шкулта учительте ĕçлекен Галина Яковлева та яла килнĕччĕ. Вăл мана юрă çырма тесе «Вăрман тăрăх утса» ятлă сăввине пачĕ. Эпĕ ăна тимлĕ вуласа тухрăм, сăмахĕсем те, вĕсен пусăмĕ-виçисем те питĕ килĕшрĕç. Çав кунах алла купăс тытса кĕввине шырама пуçларăм. Мĕнле кăна çавăрттармарăм пуль - нимĕн те пулма пĕлмерĕ, картне лартаймарăм.

Тепĕр кунхине ирхине ирех анне вут хутса ячĕ, мана Шупашкара кайма хатĕрлеме пуçларĕ. Кутамккана çăмарта, çĕр улми, кишĕр, ыхра-сухан хутăмăр, чăх пусса тирпейлерĕмĕр. Кăмакаран кукăль пиçсе тухрĕ... ман пуçра çаплипех сăвă сăмахĕсем. Алла купăс та тытса пăхрăм. Анне те, пиччепе йăмăксем те Шупашкара кайма васкатаççĕ. Çулĕ инçе. Аслă çул çине тухма кăна вăрман хĕррипе пилĕк çухрăм утмалла.

Анне уй хапхи патне çитиех ăсатрĕ. Таçтан пĕлĕтсем капланса килчĕç. Пĕр тапхăр вĕтĕ çумăр вĕтĕртетсе илчĕ те тÿпере хĕвел ăшшăн пăхма пуçларĕ. Сăвă йĕркисем ниепле те чĕлхе вĕçĕнчен хăпмаççĕ.

Вăрман тăрăх утса, вăрман тăрăх чупса хĕрлĕ çырла шырарăм, анчах телей пулмарĕ...

Утатăп, эпĕ те утатăп кĕрхи вăрман çумĕпе. Кайăксем шăпланнă. Уçă çил вĕрет. Çулçă тăкăнать. Çурăм хыçĕнчи кутамкка та çăмăл туйăнать. Ытти йывăçсем хушшинче пĕччен вĕренене ытараймарăм, чарăнсах тăтăм. Сап-сарă çулçăсем - пилĕк пÿрнеллĕ алă лапписем пекех - ман çине вĕçеççĕ. Ман алла тытса чăмăртасшăн тейĕн. Хĕвелĕ йăл-йăл кулать, асамат кĕперĕ курăнать. Манăн чун та юрласа ячĕ,

Ĕмĕр тăрăх утса, ĕмĕр тăрăх чупса

Хам телее шырарăм,

анчах телей пулмарĕ...

Пĕтĕм шухăш çаврăнать! Тавах, çут тĕнче! Сăмахсемпе кĕвĕри пур пăрăнчăксене сыпăнтарса, пурне те шухăш тĕввинчен вĕçертмесĕр юррăн пĕр куплетне туса çитертĕм-çитертĕмех. Шел, çумра нота тетрачĕ çук. Ниçта çырса хума аптрарăм. Кĕввине шăл витĕр темиçе хутчен шăхăрса пăхрăм та йывăçа ытама илтĕм,

Çÿллĕ вĕренеçĕм, савнă вĕренеçĕм...

Шупашкара çитсенех хампа пĕрле ĕçлекен артистсене юрласа кăтартрăм. Хытă мухтарĕç. «Ку юрă чăваш халăхĕн чи юратнă юррисенчен пĕри пулĕ», - терĕç мана.

Çапла çуралчĕ çĕнĕ юрă. Халăх хушшинче вăл хăвăрт сарăлчĕ.

Юрăсен шăпи тĕрлĕ пулать, - çырнă

Юрий Илюхин музыковед. - Хăшне-пĕрне пĕр тапхăр юрлаççĕ те кайран йăлăхтарсан вуçех манаççĕ. Теприсем вара нумайлăха асра юлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем, уйрăм çыннăн е халăхăн чи тарăн шухăш-туйăмне палăртса, чĕрене ялан хумхантараççĕ. Пĕрисене итлесен е юрласан, умра ялан хĕвеллĕ кун пек туйăнать. Тунсăхлăрах кĕвĕпе ?минорлă% çырнă юрăсем те пуçа устармаççĕ... Пĕр юрăра каланă пек эпир çав юрăсене юрласа пурнăç тăрăх утатпăр».

Ăçта юрă - унта çамрăклăх. Эх, ĕлĕкрех «Ан авăн, шĕшкĕ», «Пиç-пиç, палан», «Вăрман витĕр тухрăмăр», «Пирĕн урам анаталла», «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать», «Салампи юрри», «Çĕмĕрт» юрăсене епле шăрантараттăмăр. Тăван юрăсенчен писес марччĕ. Атте-анне, асатте-асанне, кукаçи-кукамай пурăннă чухне вĕсенчен ĕлĕкхи юрăсене те вĕренсе юласчĕ.

Юхтăр юрă, янăратăр! Уйрăмах мăнкун эрнинче. Çĕнĕ кĕпе, мăнкун кĕпи, тăхăнса савăннă чух...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.