Мухтав сана, Чăваш Ен, манăн килĕм!

24 Июн, 2017

Паян, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 19 сехетре Шупашкарти Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче Республика кунне халалланă "Мухтав сана, Чăваш Енĕм, манăн килĕм!" тетрализациленĕ представлени иртрĕ. 

Унта Чăваш Ен пулса кайни, ăна мухтавлă çыннисем чапа кăларни пирки тарăн шухăш хывнă. Тăван çĕршыв - пирĕн анне, эпир - унăн ачисем. Çавăнпа та ăна юратмалла. Унăн мăнаçлăхне малашлăхра çитĕнекен ăру çĕклĕ. Ахальтен мар композицире ача-пăча ташă, вокал ушкăнĕсем питĕ йышлăн хутшăнчĕç.

Кайран сцена çине сумлă хăнасем хăпарчĕç: ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Мельниченко, "Ĕçлĕ Раççей" общество организацийĕн президенчĕ Алексей Репик, "Технониколь" корпораци президенчĕ Сергей Колесников, Пĕтĕм Раççейри хор обществин ĕç тăвакан директорĕ Павел Пожигайло тата ыттисем те хăпарчĕç. Хăнасем Чăваш Ен тараватлăхне, инвестици илĕртÿлĕхĕ енĕпе Раççейре виççĕмĕш вырăн, Мускавпа Тутарстан хыççăн, йышăннине палăртрĕç.

Михаил Игнатьев ачасемпе çамрăксене аслă ăрăва хисеплеме, ашшĕ-амăшне юратма, чăн-чăн патриот пулма чĕнсе каларĕ. "Пирĕн çĕрсем айĕнче хаклă йышши чулсем, нефть çук. Пĕтĕм пуянлăхĕ - çынсем", - терĕ. ЧР хисеплĕ гражданинĕ ята "Акконд" фабрика ертÿçи Валерий Иванов тивĕçрĕ. Михаил Васильевич Павел Пожигайлона шупăр тăхăнтартрĕ.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать