Хăнара — ăсчах-ентешсем

23 Июн, 2017

Республика кунне халалланă савăнăçлă мероприятисене хутшăнмашкăн Шупашкара РАН академикĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, РФ ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, биологи наукисен докторĕ, А.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн медицина биофизикин кафедрин заведующийĕ Юрий Владимиров мăшăрĕпе Галина Алексеевнăпа, медицина ăслăлăхĕн докторĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, Раççей Оборона министерствин тĕп аритмологĕ, медицина службин полковникĕ Владимир Стеклов икĕ кунлăха килнĕ.

Юрий Владимиров çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕпе Андрей Александровпа тата ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа тĕл пулса икĕ аслă шкул хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессипе тата Чăваш Енри аслă шкулта медицинăн биофизикин кафедрине уçассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Ун хыççăн ентеш /вăл Канаш районĕнчи Ямаш ялĕнче кун çути курнă/ асăннă вĕренÿ заведенийĕн медицина, хими факультечĕсен студенчĕсемпе тата преподавателĕсемпе çавра сĕтел хушшинче калаçнă.

Тепĕр ентешĕмĕр — Владимир Стеклов та — Ямашра çуралнă. Вăл Врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институтăн вĕрентÿпе методика енĕпе ĕçлекен проректорĕпе Юрий Викторовпа, Республикăри кардиологи диспансерĕн тĕп врачĕн тивĕçне пурнăçлакан Татьяна Тарабанпа тĕл пулнă, республикăри пĕтĕмĕшле практика врачĕсемпе «Чĕре аритмине интервенцильлĕ сиплевĕн тата электрокардиостимуляцин хальхи мелĕсемпе имлесси» темăпа çавра сĕтел ирттернĕ.

Хăнасем çавăн пекех «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравпа, «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальпе паллашнă, Шупашкарти паллă вырăнсене çитсе курнă.

 

 

 

Рубрика: 

Комментировать