Пурнăçăма ÿпкелеместĕп

22 Июн, 2017

Ачалăхăм вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртрĕ. Эпĕ 1940 çулта çуралнă май аттене вăрçа илсе кайнине астумастăп. Çара кайма хатĕрленекен салтаксем урам тăрăх пăшал çĕклесе, юрласа стройпа утни асрах-ха.

Юмăç пăхни чăна килчĕ

Тăватă çулта чухне сасартăк пĕлĕтре 3-4 юпа курăнса кайрĕ, варринче — пысăк хĕрес. Вăл мĕне пĕлтерчĕ, ăнланаймарăм. Çынсем вара вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçа систернĕ теççĕ. Чăн та, çăмăл тивмерĕ. Выçă вилесрен ыйткаласа çÿрекен пайтахчĕ. Анне вĕсене çăкăр чĕлли е çĕр улми паратчĕ. Çуркунне юр кайсан колхоз уйĕнче çĕрĕк çĕр улми, тырă пĕрчи пуçтарнă. Кантăр вăррине вĕтетсе çăкăрпа çиеттĕмĕр. Вăрçă ачисемшĕн вăл чи тутлă çимĕç шутланнă. Лаша витине çулсерен 1 метр хулăнăш улăмпа витетчĕç. Çур енне вăл юлман, выльăха çитерсе янă.

Çĕрле аннепе аппа çурта çутипе тĕрленĕ, алса-чăлха çыхнă. Анне час-часах юмăç яратчĕ. Сĕтел çине икĕ чĕлĕ çăкăр, икĕ кăмрăк хуратчĕ. «Упăшка чĕрĕ пулсан — çăкăр, вилнĕ тĕк кăмрăк енне сулăн», — тесе йĕппе çип вĕçĕнчен çĕклесе япаласем çийĕн тытатчĕ. Эпир сĕтел тавра вырнаçса ăна куç илми сăнаттăмăр. Йĕп кашнинчех çăкăр еннелле сулăнатчĕ. Ăна кура çемйипех лăпланса атте вăрçăран таврăнасса кĕтеттĕмĕр. Чăн та, пĕр лăпкă кун, кĕркунне, чÿречерен хĕрарăм шаккарĕ. «Сергей таврăнчĕ!» — терĕ хыттăнах. Анне урама чупса тухрĕ. Кĕçех вăл салтакпа кĕчĕ. Палламан арçын мана алла илсе çÿлелле çĕклерĕ. Икĕ куçĕнчен куççуль шапăртатрĕ. Атте иккен!

1947 çулта Шăхачри шкулта вĕренме тытăнтăм. Кайран Турханти вăтам шкулта пĕлĕве малалла тăсрăм. Алла аттестат илме çурални çинчен калакан свидетельство кирлĕччĕ. Ăна васкавлă тутарнă май пăхатăп — ман хушамата улăштарнă. Çапла вара Атитановран Адютанов пулса тăтăм.

Шăхачри «доцент»

Шкултан вĕренсе тухсан комсомол путевкипе Алтай тăрăхне çул тытрăм. Пире хавхалантарма 600-шер тенкĕ пачĕç. Чесноковка станци таврашĕнче чукун çул тунă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Вакунра тимĕр кăмака хутса пурăнтăмăр. Каçхине сывлама çук шăрăхчĕ. Ир енне вара витрери шыв пăрланатчĕ. Ĕçĕ те йывăрччĕ. Йăлтах алă вĕççĕн пурнăçланă: рельссене çĕклесе вырнаçтарнă, пысăк мăлатукпа çапса çирĕплетнĕ. Çакна тÿсеймесĕр нумайăшĕ пăрахса кайрĕ. Эпир виçĕ тус — Виталий Мурзиков, Николай Воронцов тата эпĕ — шăла çыртсах чăтрăмăр. Шел, Чăваш Енрен пĕрле кайнă икĕ хĕре яланлăхах çухатрăмăр — юхан шывра путса вилчĕç.

Кайран электрика вĕрентĕм. Çĕпĕрте пурăнма килĕшетчĕ. Унта пĕрлештернĕ хора хутшăнса чăваш юррине те юрларăмăр.

1961 çулта салтак тумне тăхăнтăм. Таллинра «Степенный» карап çинче 4 çул хĕсметре тăтăм. Çартан тăван киле каяс вырăнне каллех Алтай тăрăхне, паспорт илме, çул тытрăм. Тÿлевсĕр билета унта çитмелĕх кăна панă. Киле таврăнма кивçене кĕме тиврĕ.

Шупашкарта Пăрачкав районĕнчи Мария Андреевна Горшковăпа çемье çавăрнă хыççăн тăван яла, Патăрьел районĕнчи Шăхача, пурăнма куçрăм. Шкула ĕçлеме чĕнсен малалла вĕренме, диплом илме ĕмĕтлентĕм. Анчах инкек сиксе тухрĕ. 1968 çулхи çу уйăхĕнче çур çĕр иртсен анне сасартăк вăранса кайнă та чÿречерен хĕп-хĕрлĕ çутă ÿкнине асăрханă. Пире те вăратрĕ. Хуралтăсене, çурта çулăм ярса илнĕччĕ ĕнтĕ. Юрать, çăлăнса тухма ĕлкĕртĕмĕр. Анчах пурлăха пушартан сыхласа хăвараймарăмăр. Ăна хамăр ял çынни кĕвĕçсе юриех вут тĕртнине тÿрех ăнлантăм. Пушар вырăнĕнче çĕтĕкпе чĕркенĕ патак та тупрăмăр. Унран бензин шăрши кĕретчĕ. Йĕрке хуралçисем вара ĕçе тĕпчес вырăнне инкекшĕн хамăрах айăпларĕç: электричествăпа асăрханусăр пулнăран пушар тухнă-мĕн. Пире шар кăтартакан коммунист сăмахне ĕненчĕç: партире тăракан çын суймасть иккен. Çапах йывăр хуйхă та пире хуçаймарĕ. Тăватă уйăхран çĕнĕ çурта куçрăмăр. Кун хыççăн шкултан кайрăм, Шăхачри йывăç комбинатне ĕçе вырнаçрăм. Павел Тукмаков аслă мастер тупса панă хушма ят — «доцент» — ман çума çилĕм пек çыпçăнчĕ. Çапла аслă шкул пĕтермесĕрех «доцент» пулса тăтăм. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.