Хула ачисен аллинче вылять хут купăс

1 Июн, 2017

Ялсенче купăс калама пĕлекен сахалланса пырать. Уйрăмах аслă ăру çыннисене кулянтарать ку. Вĕсен вăхăтĕнче купăс калама пĕлекен арçын ача килĕрен тенĕ пек пулнă-çке. Халĕ пур çĕрте те эстрада вăй илет. Çапах та Çĕмĕрлере хуткупăсăн чĕрĕ сасси янăрама пăрахман-ха.

«Çутта» тухасшăн

Хулари ача-пăча искусствисен 1-мĕш шкулĕнчи «Гармоника» ансамблĕн баянисчĕсемпе аккордеонисчĕсем кăçал «Чăваш Ен ахахĕсем» фестиваль конкурсра\çĕнтерчĕç. Ку кăна мар, пултаруллă йыш Раççейри конкурссенче те палăрать. Нумаях пулмасть пĕтĕм Раççейри «Хут купăсăм — манăн чунăм» фестивале хутшăннă, 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Паллă профессорсем «Гармоника» ансамбль пултарулăхне пысăка хурса хаклани, сĕнÿ пани çамрăксене хавхалантарнă.

«Гармоника» — ÿнер шкулĕн вĕренÿ предмечĕ. Унта 4-8-мĕш классем çÿреççĕ. Ансамбль ертÿçи – ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Струкова, концертмейстрĕ — Радик Сулейманов. Светлана Валентиновна Çĕмĕрлери ача-пăча искусствисен 1-мĕш шкулĕнче 28 çул ĕçлет, çак вăхăтра нумай ачана музыка ăсталăхне вĕрентнĕ. Халĕ пултарулăх коллективĕнче — 8 вĕренекен.

Ансамбле хуларисем кăна мар, ял ачисем те çÿреççĕ. Конкурссене хутшăнма хапăл вĕсем, анчах инçе çула тухасси канăçсăрлантарать. Çавна пулах хăш-пĕр ăмăртуран юлма тивет. Баянсемпе аккордеонсем те йăтма çăмăлах мар-çке. Ачасем вара «çутта» тухса ыттисем, чăн-чăн ăстасем мĕнле вылянине курасшăн.

Ялтисене вĕрентме юлнă

«Халăх инструменчĕсене манăçа кăларас марччĕ. Халĕ пур çĕрте те вокал вăй илет. Унпа ĕçлеме ансатрах-çке. Хут купăс пур шкулта та çук, ăна туянма укçа-тенкĕ çитмест ахăртнех. Гитара çине куçнисем те пайтах. Манăн ачасен аллинче хуткупăс, баян, аккордеон выляни — паянхи куншăн тĕлĕнмелле пулăм», — терĕ Светлана Валентиновна.

Çĕмĕрлере «Гармоникăна» çÿрекенсене лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем пек пултаруллисене кашни утăмра тĕл пулаймăн- çке. Леша Семенов, сăмахран, малалла Шупашкарти музыка училищинче вĕренме ĕмĕтленет. «Тĕллев лартсан ăна пурнăçлатех. Вăл хуткупăса профессионал шайĕнче калать», — хакларĕ вĕренекенне музыка ертÿçи.

Светлана Валентиновна Чулхулари М.И.Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Ăна Шупашкара ĕçлеме чĕннĕ пулин те тăван тăрăхнех таврăннă вăл. «Ялсенче маттур ачасем питĕ нумай, вĕсемпе те ĕçлемелле вĕт-ха. Хамăр хыççăнхи ăрăва вĕрентсе хăвармалла, вĕсем кайран ыттисене çул уçса парĕç. Пирĕн хулара баян, аккордеон сасси халăха малашне те савăнтарасса шанатăп», — тет педагог.

Пысăк ĕç

Хут купăс калаканăн кĕвве чун витĕр кăлармалла, ăна «пурăнса» ирттермелле. Çак ĕç тĕрĕс йĕркеленсен кăна ача музыка инструменчĕн «кăмăлне» ăнланма пуçлать. Шкулти ытти предметпа киле панă ĕçе пурнăçланă пекех музыка валли те вăхăт уйăрмалла, пÿрнесене пускăча хăнăхтармалла. Ку питĕ пысăк ĕç, унсăрăн ÿсĕм пулмĕ. Педагог каланă тăрăх, малтан çакна пур ашшĕ-амăшĕ те ăнланмасть. Кайран, концерт курнă хыççăн, кăна вĕсем ачисен чун киленĕçне хаклама тытăнаççĕ.

«Гармоника» кашни çур çултах концерт ирттерет. Кăçал ансамбльти пур ача та ăсталăхне пысăк шая çитернĕ. Халĕ вĕсене чăн-чăн оркестр теме юрать. Аслисен маçтăрлăхне кура кĕçĕннисем те вĕсем хыççăн туртăнаççĕ, çапла ансамбль çĕнĕ ăрупа пуянланать.

Пултаруллă çын аллинчи купăс сасси чун-чĕрене вăратать, кăмăл-туйăма çĕклет, мĕн пур йывăрлăха манса пурнăçа ырăрах курма хистет. Çапла, пур шкулта та музыка инструменчĕ çук. Апла пулин те, ачасем, сирĕн таврара купăс калама пĕлекен пур чухне унран çак ăсталăха вĕренсе юлма тăрăшасчĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.