Морозильнике хупса хунă

15 Июн, 2017

РФ СКн Çĕрпÿри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ 42 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ.

Следстви версийĕ тăрăх, кăçалхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш ялĕнче пурăнаканскер 53 çулти ентешĕ патне алăк çĕмĕрсе кĕнĕ, унта 25 çулти çамрăкпа хирĕçсе кайнă. Хайхи арçын кил хуçине пĕтĕм вăйран чăмăрĕпе çапнă. Лешĕ урайне ÿкнĕ, хăна ăна морозильнике хупса хунă. Хăраса кайнă кил хуçи унтан тÿрех тухма хăранă. Чĕнмен хăна çав вăхăтра 25 çулти арçынна хĕненĕ. Палăртмалла: 1998 çулхи ака уйăхĕнче çак арçын çынна ушкăнпа вĕлернĕшĕн çирĕп режимлă колонире 13,5 çул ларнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.