- Чăвашла верси
- Русская версия
Куç тулли илем
«Тунсăхлама, кулянма, хăш-пĕри пек çурт умĕнче хĕвел çаврăнăш вăрри шĕкĕлчесе ларма вăхăт çук пирĕн», – тет Канаш районĕнчи Шăхасан салинче пурăнакан Роза Пантелеймоновна Рябчикова.
Çуркунне тĕлне вăл килти теплицăра чечек, пахча çимĕç калчи йышлă ÿстерет, çав шутра – арпуспа дыня та. Кĕркунне вĕçленичченех çĕр çинче тăрмашать. Хĕле кĕрсен те юратнă чечекĕсенчен уйрăлмасть, анчах ку вăхăтра вĕсене каçсерен хутран ăсталать, илемлĕ композицисем тăвать. Орхидея, салтак тÿми, шăнкăрав курăкĕ, гиацинт, кĕл чечек, гладиолус, упа сарри ... – вун-вун тĕрлĕ ытарайми илем тухать ун алли витĕр.
Малтанхи çулсенче Роза Пантелеймоновна канфетпа усă курса та чечек çыххи ăсталанă. Шел, пылак çимĕç вăрах упранмасть, хытать, çиме юрăхсăрланать.
Уйрăм композицисене вăл кар-çинккасене те вырнаçтарать. Савăтсене хутран çыхать. Анчах хăваран авса çыхнинчен пач уйăраймăн.Иртнĕ çул Роза Рябчикова ал ĕçĕпе Канаш хулин уявне тухнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăстасен пултарулăхĕпе паллашнă май хĕрарăм палатки умĕнче чарăннă. «Сирĕн шухăшпа çак карçинккана мĕнрен тунă?» – ыйтнă унран хулапа район музейĕн ертÿçи. «Ахăртнех, улăмран», – хуравланă Михаил Васильевич. Юрăхсăра тухнă хутран ăсталанине пĕлсен питĕ тĕлĕннĕ.
Хута вăл малтан пăрăх евĕр çавăрттарать, пĕр-пĕринпе çыхăнтарать, сăрлать, ун хыççăн тин карçиннка çыхма пуçлать.
Тивĕçлĕ канăва тухсан пилĕк çул каялла пуçăннă вăл çак ĕçе. Ку çеç-и? Лара-тăра пĕлменскер ялти культура çуртĕнче «Ÿнер тĕнчи» пултарулăх клубне йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Хĕрарăм пуçарăвĕпех культура çурчĕ çумĕнче «Рябинушка» ансамбль ĕçлет.
Роза Пантелеймоновна Интернетпа та çывăх туслашнă. Çамрăкла мар, самай çуллансан. Вăтам шкул хыççăн малалла вĕренме тÿр килмен ăна. Вăл «Кинопрокат» тытăмĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн 20 çул ытла «Вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕ» пĕрлешÿре тăрăшнă. Предприяти аркансан ĕç биржине çул тытма тивнĕ. Ăнсăртран район библиотекинче компьютерпа ĕçлеме оператор кирлине пĕлет. Хĕрарăма ку енĕпе пĕлÿ илме сĕнсен нумай шухăшламасть, вĕренме каять. Çапла майĕпен техникăна алла илет.
50 çулта Роза Рябчикова культура училищине вĕренме кайнă. Малалла вулас...
Комментировать