Ĕмĕрлетпĕр ĕмĕре атте-анне пилĕпе

13 Июн, 2017

Атте, анне — кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми сăмахсем. Вĕсем ачисене мĕн пĕчĕкрен юратса, ачашласа пăхса ÿстереççĕ, вĕрентсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăлараççĕ.

Шăмалак ялĕнчи Александр Семеновичпа Вера Андреевна Красновсем пĕр-пĕрне 55 çул хи-сеплесе, упраса пурăнаççĕ.

— Пирĕн йăх-несĕл çемье пĕлтерĕшне лайăх пĕлсе тăнă, пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынă. Вĕсен шухăшĕпе, кашни çыннăн пурăннă чухне пĕлтерĕшлĕ икĕ ĕç тумалла: ашшĕ-амăшне пулăшмалла тата хисепе тивĕçлĕ, ырă чунлă ачасем пăхса ÿстермелле, — тет Санькка тете.

Александр Семеновичăн ашшĕпе амăшĕ ял çинче ят-сум çĕнсе илнĕ, пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланнă, ывăлĕсене тĕрĕс воспитани панă.

Çăкăра куççульпе тутă кĕртнĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çемье пуçĕ Семен Краснов салтак юрри юрласа фронта тухса кайнă. Мăшăрĕ Феоктиста Кирилловна кил-хуçалăхра пурнăç тытса пымашкăн икĕ ывăлĕпе тăрса юлнă. Вăрçă çулĕсенче тылри хĕрарăм арçынпа пĕр тан ĕçленĕ. Тăвар вырăнне куççульпе тутă кĕртсе пĕçернĕ çăкăра юратнă мăшăрĕ валли фронта ăсатнă. Феоктиста Кирилловна икĕ ывăлне мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарнă.

1945 çулхи пуш уйăхĕнче Красновсен килне ырă мар хыпар çитет. Польшăна хÿтĕленĕ чухне Прауст хули çывăхĕнчи хĕрÿ çапăçура Семен Краснов пулеметчик паттăррăн вилни çинчен пĕлтернĕ унта.

Çаплипех кĕтет

Вера Андреевна та тăлăххăн çитĕннĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă. Кил хуçи Андрей Никифоро-вич хуçалăха çирĕп тытса пынă. Пилĕк хĕр те икĕ ывăл парнеленĕ Анюк аппа мăшăрне. Юлашки ывăлне çуратнă хыççăн чирлеме пуçланă хĕрарăм. Андрей Казначеева ыттисемпе пĕрлех вăрçа илсе кайнă.

Вера аппа ун чухне 5 çулта кăна пулнă, пур пĕрех ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă саманта лайăх астăвать вăл.

— Атте аннене ыталаса куççульпе сăмах калани çаплипех куç умĕнче. «Мăшăрăм, хăв та йывăр чирлетĕн, мĕнле пăхса ÿстерĕн-ши ачасене?» — чĕркуçленсе унăн чĕрçи çине пуçне хурса йĕни ĕмĕрлĕхе манăн чун-чĕрене вырнаçса юлнă. Çапла, эпĕ ăна паянхи кун та кĕтетĕп, — тет вĕри куççульне шăлса Вера Андреевна. — 1942 çулта атте вилни çинчен виç кĕтеслĕ çыру илтĕмĕр. Йывăр хуйхă аннене ураран ÿкерчĕ. 1947 çулта мăшăрне кĕтсех, йывăр чирне çĕнтереймесĕр çĕре кĕчĕ вăл. Пирĕн çемьен нуши-тертне аса илес те килмест.

Шăмалак ялĕнчи çичĕ класлă шкулта виçĕ çул çеç вĕренме тÿр килчĕ манăн. Аслă аппана пире, ултă пĕр тăвана, пăхса пурăнма çăмăл пулман паллах. Çавăнпа ĕçлеме пултаракан аппасене тата икĕ шăллăма хăйĕнпе хăварса мана Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнчи тăлăх ачасен çуртне ăсатрĕ. Çав каçах эпĕ унтан тухса тартăм. Яла таврăнсан тÿрех киле кĕмерĕм, çырла çисе кĕлет айĕнче пурăнтăм. Эрнерен, хырăм чăтмалла мар выçса çитсен тин, чÿречерен шаккарăм. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.