Чăваш Енри социаллă ĕçченсене саламланă

9 Июн, 2017

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Социаллă ĕçчен кунне паллă турăмăр. Йывăрлăха лекнĕ çынсен чунне ăшăтакансен, сиплекенсен ячĕпе тепĕр кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче ирттернĕ савăнăçлă уява социаллă тытăмăн хастарĕсем пухăнчĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР ĕçлев тата социаллă политика министрĕ Сергей Димитриев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламларĕç.

Сăваплă професси çыннисен обществăри пĕлтерĕшне хакласа та çитереймĕн: ырă сăмахĕ чуна ăшăтать, кăмăла уçать, вун-вун ыйтăва уçăмлатма пулăшать тата кашнин чĕринче шанчăк çуратать. Вĕсен ырăлăхĕ, çынлăхĕ, сисĕмлĕхĕ иксĕлми пулнăран ветерансемпе инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем йывăрлăха çĕнтерме хал çитерме пултарнине Сергей Димитриев министр уйрăмăн палăртрĕ. Михаил Игнатьев социаллă тытăм хастарĕсене сăваплă ĕçшĕн тав турĕ. «Чăннипех маттур эсир, малашне те çаплах пулăр», — тесе ырă сунчĕ.

Республика Пуçлăхĕ халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен тытăмри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Нина Ионовăна, Станислав Матвеева, Любовь Осиповăна «Чăваш Республикин халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен тытăмăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысларĕ. Пултарулăхпа палăрнă социаллă ĕçченсен пысăк ушкăнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тата сехетне, РФ Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсемпе Тавĕсене тивĕçрĕ.

«Чи лайăх социаллă ĕçчен» ята çĕнсе илнĕ Ольга Марковăна, республикăри конкурспа мала тухнă учрежденисене Дипломпа сумларĕç.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать