Налук улшăнăвĕсем: кам – сахалрах, кам нумайрах тÿлĕ?

8 Июн, 2017

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăххăрмĕш сессийĕнче депутатсем пĕтĕмпе 12 ыйтăва пăхса тухрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ маларах йышăннă саккунсене федераци шайĕнчисемпе пĕр килтерес тесе улшăнусем кĕртессипе çыхăннă, çавăнпа нумаях калаçтармарĕ.

Налук йĕркеленĕвĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусене вара депутатсем тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Вĕсем пирки вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина доклад турĕ. Вăл каланă тăрăх — 50 ытла миллион тенкĕлĕх инвестици явăçтаракан организацисене пурлăхшăн илекен налукăн 50 процентĕнчен хăтарĕç. Ял хуçалăх продукцине туса илекен предприятисен вара çак налука пачах та тÿлемелле пулмĕ. 5 миллиард ытла тенкĕ инвестици явăçтаракан организацисемшĕн асăннă налук ставки 0,1 процентпа танлашĕ.

Çав хушăрах бизнес представителĕсемшĕн кăмăллах мар самантсем те пур. Пĕр пин тăваткал метртан пысăкрах объектсемшĕн — тĕслĕхрен, административлă-ĕç тата суту-илÿ центрĕсемшĕн, офиссем валли уйăрнă çуртсемшĕн, общество апатланăвĕн предприятийĕсемшĕн — илекен пурлăх налукне малашне, тĕрĕсрех каласан 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа, кадастр хакĕнчен шутласа палăртĕç. Оппозици фракцийĕнчи пĕр депутат предпринимательсене ура хуратăр тесен докладçă çапла пĕлтерчĕ: «Малтанласа шутланă тăрăх — асăннă налук тÿлевĕ 3652 объектран 321-ĕшне пырса тивме пултарать». Светлана Александровна танлаштармашкăн çывăхри регионсенчи цифрăсене те илсе кăтартрĕ: Самар облаçĕнче — 31448, Чулхула облаçĕнче — 22263, Пушкăрт Республикинче 4290 объект т.ыт.те.

Асăннă саккун проектĕнчех транспорт налукĕн виçине 1,207 коэффициентпа улăштарассине палăртнă. Проекта чылайччен сÿтсе яврĕç. «Вăл «пиçсе çитмен», çавăнпа ăна йышăнмалла мар», — текенсем те пулчĕç. Çапах та ытларахăшĕ ку документа норма-право акчĕсене тĕпе хурса хатĕрленине, ăна экспертсемпе, Общество палатин членĕсемпе, яваплă ытти ведомство-органпа тĕплĕн сÿтсе явнине, унăн экономикăпа финанс ăнлантарăвĕ пуррине палăртрĕ. Асăннă саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç, иккĕмĕш вулава кĕркуннехи сессие хăварма калаçса татăлчĕç.

Черетлĕ 9-мĕш сессире çавăн пекех республикăн Общество палати, социаллă тĕллевлĕ тата коммерципе çыхăнман организацисене пулăшасси, хурт-хăмăр ĕрчетесси пирки калакан тата ытти саккунсене улшăнусем кĕртрĕç.

Теги: 

Комментировать