Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ

8 Июн, 2017

Кăçал çак ята илессишĕн 8 çын тупăшать. Халĕ сасăлав тапхăрĕ пырать. Конкурса депутатсем утă уйăхĕнче иртекен ларура пĕтĕмлетĕç.

Хăвăра килĕшекен çыншăн www.gcheb.cap.ru сайтра сасăлама пулать. Ку ята илессишĕн камсем тупăшнине халех пĕлес килет-и? Парашют спорчĕ енĕпе тĕнчен пилĕк хутчен чемпионки Майя Костина, чăваш ÿнерçи Праски Витти, Ача-пăча пултарулăх керменĕн директорĕ Галина Петрова, 12 ача амăшĕ Лидия Христодулова, ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Долгушин, Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч, Ваттисен канашĕн членĕ Иван Мосунов, Шупашкарти Коммуналлă хуçалăх управленийĕнче 25 çул ытла ĕçленĕ Юрий Коваленко.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.