Хĕвел пайăркипе тĕрленнĕ кил

5 Июн, 2017

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Георгий Фомиряковăн "Сар кил" куравĕ çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕччен ĕçлет. Унта тĕрлĕ тапхăрта ÿкернĕ картинăсемпе паллашма май пур. Ăшăтса, çутатса пăхакан хĕвел, тĕслĕхрен, паянхи тĕрлĕ тытăм аталанăвне сăнлать. "Хула" ярăмри çĕн йĕркелÿ тапхăрĕпе çыхăннă ĕçсенче — чулпа тимĕр. Ял сăнĕсене — ĕнене, лашана, чăх- чĕпе — çутă, куçа туртакан тĕссемпе кăтартнă ÿнерçĕ. Геннадий Айхи сăввисемпе ÿкернĕ ярăм та хăйне евĕрлĕ...

Этнофутуристăн ĕçĕсене тĕнче коллекционерĕсем туяннă. Унăн картинисем Японире, Аслă Британире, Германире, Францире... упранаççĕ.

Эпир художникпа шăпах Ÿнер музейĕнче тĕл пултăмăр. Çакă унăн шалти тĕнчине ăнланма пулăшрĕ.

Çĕнтерме çуралнăскер

— Георгий Геннадьевич, эсир çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çакă сирĕн пурнăçа витĕм кÿрет-и?

— Паллах. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме тăрăшни çĕнтерме пулăшать.

— Эсир республикăн тĕп хулинче çуралнă, халĕ Шупашкар районĕнчи Чаканарта пурăнатăр. Ĕçĕрсенче — чăваш халăх историйĕпе пурнăçĕ, мифологийĕ. Ĕне пурнăç палли пулнине çирĕплететĕр. Эсир ял е хула çынни-и?

— Эпĕ — тĕнче çынни. Ун хăвачĕпе вăй илетĕп. Маншăн йăлтах кăсăклă. Çавăнпах тĕнчене тĕрлĕ енлĕ кăтартас килет.

— Курав уçма килнисем эсир çутă, уйрăмах хĕвелĕн сарă тĕсне юратнине, хăвăр та ăшă чунлă çын пулнине палăртрĕç.

— Чăваш культура никĕсĕ — тĕрĕре. Ăна чăваш хĕрарăмĕ упраса хăварнă, аталантарса пынă. Культура арчинче — пĕтĕм пуянлăх. Эпĕ çак тупрапа усă курса картинăсем ÿкеретĕп.

Пĕчĕкренех историпе кăсăкланатăп. Энциклопеди, наука кĕнекисем вулама атте хăнăхтарнă. Кайран аслă шкулта чăваш культурине вĕрентменни тĕлĕнтернĕччĕ. Çавăнпах аваллăха тĕпчеме пуçларăм. Хамшăн Миттова уçрăм. Пирĕн, чăваш художникĕсен, хамăрăн çула тупмалла, тĕнче искусствинче йĕр хăвармалла.

— Сирĕн кашни картина тарăн шухăшлă. Автор калас тенине ăнланма-тавçăрма ансатах мар. Ĕçе мĕнле йĕркелесе пыратăр? Урăхла каласан — кашни картина мĕнле çуралать?

— Çын виçĕ тытăмран — чунран, чĕререн, ăс-тăнран — тăрать. Е çĕр хăвачĕ — кĕлетке вăйĕ — пулăшать. Е тĕпчени, вĕренни витĕм кÿрет. Е чун хушнипе çĕнĕ ĕç çуралать. Вăл тÿрех куç умне тухать. Çавăнпах картинăсем тĕрлĕрен.

— Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшине халалланă картинăсен ярăмне икĕ уйăхрах ÿкерни çинчен илтнĕччĕ.

— Малтан, паллах, хатĕрленнĕ. Ирĕн- каçăн шухăшласа пурăнтăм. Сăнарсене хут çине кăранташпа, калемпе ÿкерсе пуçтартăм. Кайран тÿрех картина ÿкертĕм. Ăна куравра кăтартма та, кĕнекене кĕртме те пулать.

— Çеçпĕлĕн амăшне авалхи йывăç пек кăтартнă...

— Пире йăх-несĕл, анне ытларах та, вăй парса пырать. Çеçпĕл сăнарне те çĕнĕлле ÿкертĕм. Ăна асра тытсан чăваш чĕлхи пĕтмест. Вăл, малалла пурăнма-аталанма чĕнекенскер, манăн ĕçсенче тĕттĕмлĕхе сирсе çутă кĕртет. Унăн хăвачĕ мана пулăшса пынăн, çавăнпах унпа калаçса пĕрле ĕçленĕн туйăнчĕ.

Вĕсене хирĕç 21- мĕш ĕмĕр чăвашĕсене сăнлакан картинăсене вырнаçтарнă. Ку хамшăн та кĕтменлĕх пулса тухрĕ.

Мăшăрне халалланă ĕçсем

— Эсир хăвăр 100 çула çитнине ÿкернĕ. Мĕнлерех ĕç вăл?

— Ăна 100 çула çитсен кăтартăп. Ытла инçе пăхма юрамасть, ахăр, мĕншĕн тесен çын шăпи вăл — вăрттăнлăх. Ĕнер хыçа юлнă, ыран çитмен-ха. Эпир халĕ, çак самантра, пурăнатпăр. Тĕслĕхрен, урамра шăпчăксен юррипе киленетпĕр... Сăмах май, манăн кукамай 103 çул пурăннă.

— Çемьепе паллаштарсамăр.

— Эпир — художниксен çемйи. Мăшăрпа Татьяна Васильевнăпа аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ. Ачасем те — Мария, София, Михаил — ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ илчĕç. Хĕрсем — дизайн, ывăл — керамика, скульптура енĕпе ăс пухрĕç. Вĕсем хăйсен профессийĕпе ĕçлеççĕ.

— Мăшăра халалланă ĕçсем пур-и?

— Пĕтĕм картинăна ăна халалланă. Вăл — критик та, сĕнÿ-канаш паракан та. Ăнăçун 95 проценчĕ — арăмран, тепĕр 5 проценчĕ хамран килет. Пурнăç çулĕпе унпа пĕрле утма пÿрнишĕн çав тери кăмăллă. Çемьере пĕр-пĕрне пулăшса пымалла, унсăрăн ĕç йĕркеленсе пыраймасть. Çумра çакнашкал çын пулмасан Турă пани те аталанаймасть.

Чирлесе шкултан юлман

— Сирĕн шухăшпа, тĕрлĕ ÿсĕмри çын мĕнпе уйрăлса тăрать?

— Акă юнашар вырнаçтарнă картинăсенче çамрăклăхпа ватлăха сăнланă. Çамрăк хĕвелтен хăват илет, ватă хăй çутатать — çакă пурнăç йĕрки. Турă çынсене хăйĕн пек тунă. Çавăнпах çулсем иртнĕçемĕн ун майлă пулма тăрăшмалла. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.