- Чăвашла верси
- Русская версия
Куккук ăçта ларса авăтать-ши?
Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялне çула тухнă май машина чÿречинчен тинкеретĕп. Йĕри-тавраллах вăрман кунта. Хĕл ыйхинчен вăранакан йывăçсем, яштака та ĕмĕрĕпех ешĕл хырсем илĕртеççĕ, çамрăк хурăнсем чипер хĕрсем евĕр курăнаççĕ... Чим-ха, мĕн пулнă вĕсене? Асар-писер çил-тăман тустарнă тейĕн, хуçăлса пĕтнине тĕллĕн-тĕллĕн асăрхатăп. Е утаман ашкăннă-ши кунта? Тăррисене касса тухнă пек мĕскĕннĕн ларакан йывăçсене курсан чун хурланчĕ: «Ан хуçăр-ха хурăн тăррине, куккук ăçта ларса авăтĕ?» - тăсса ярас килчĕ çак йĕркесене.
Хурăнсене мĕн пулнă?
«Ăнлантарăр-ха, мĕн пулнă хурăнсене? Тата мĕншĕн вăрман хăрăк-харăкпа тулса ларнă?» - ĕçе çитсенех Йĕпреç вăрман хуçалăхĕпе телефонпа çыхăнтăм.
«2010 çулхи шăрăха пула пирĕн вăрман вăйлă шар курчĕ. Чăрăшпа хурăн халĕ те йĕркеллĕн вăй илеймерĕç. Çавăнтанпа йывăçсене сыватас енĕпе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Ку тĕлĕшпе Йĕпреç вăрман хуçалăхĕ ЧР Çут çанталăк министерствипе тата ЧР вăрмана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен центрпа пĕрле пурнăçламалли мероприятисен планне хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне 35 пин кубла метр типнĕ йывăç тасатнă. Уйрăмах ял çывăхĕнчи, авто тата чукун çулĕсем тĕлĕнчи лаптăксене тирпейленĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче пушар тухас хăрушлăх уйрăмах çивĕч.
Ирçе Çармăс вăрман участокне кăçалтан арендăна панă. Арендаторсем 27,8 гектар çинче хăрнă йывăçсене касма палăртнă», - палăртрĕ хуçалăх директорĕ Илшат Ахметов.
Пушартан сыхланса
Йĕпреç вăрман хуçалăхĕ - чи пысăккисенчен пĕри. Унăн лаптăкĕ 80478 гектарпа танлашать. Вăрман тăршшĕпе 37 километр чукун çулĕ иртет. Пушарсен сăлтавĕ чылай чухне - çакăнта. Пĕлтĕр Йĕпреç вăрман хуçалăхĕ ыйтнипе Чулхула чукун çулĕн Улатăрти дистанци çул-йĕр организацине транспорт прокуратури тĕрĕсленĕ. Пушар хăрушсăрлăхне кирлĕ шайра тимлеменшĕн административлă 4 ĕç пуçарнă. Çут çанталăка сыхлас саккуна пăхăнманшăн предприяти пуçлăхĕ ячĕпе представлени çырнă.
Паянхи кун тĕлне 20 гектар çинче типĕ курăка тирпейленĕ. Çут çанталăка упрама тата пушартан сыхланма чĕнекен 50 аншлаг вырнаçтарнă, шлагбаум лартас тата юсас ĕç пырать. Вут-кăвара алхасма чаракан йĕрсем 35 километр тăршшĕ чавнă. Вăрман хуçалăхĕ çумĕнче пушарпа кĕрешекенсен дружини йĕркеленнĕ, вĕсене кирлĕ хатĕрпе тивĕçтернĕ. Профилактика ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă май юлашки 3 çулта пĕр пушар та тухман. Çут çанталăка хур тăвакансене тупас, явап тыттарас тĕлĕшпе район прокуратурипе тата шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле кулленех рейда тухни те витĕм кÿрет-тĕр.
Вăрмана... çÿп-çап пуçтарма
Çут çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕ те илемлĕ тенипе килĕшме пулĕччĕ. Анчах этемĕн сĕмсĕр алли çав илеме пăсни тĕлĕнтерет. Вăрман хальлĕхе симĕс тумне тăхăнайман та çавăнпа та унти ирсĕрлĕх витĕрех курăнать. Паллах, Йĕпреçсене кăна пырса тивмест ку. Акă каллех юр ирĕлсе кайрĕ те, çĕр пичĕ пур çĕрте те çÿп-çап ăшне путни аванах курăнать. Юрĕ-ха, йĕпе-сапа иртсенех хамăр пурăнакан, ĕçлекен вырăна тасатăпăр, йĕркене кĕртĕпĕр. Çулсеренех çапла. Анчах вăрмана çÿп-çап пуçтарма каякан пулĕ-ши? Темшĕн эпир унта кăмпана, çырлана кăна çÿретпĕр, йывăçсен ытамĕнче канса вăй илетпĕр. Кайран хамăра ырлăх кăтартакан вырăна ирсĕрлетсе хăваратпăр...
Çав тери шартлама сивĕ-и е питĕ шăрăх çу-и - çут çанталăкăн хăватлă вăйне пур чухне те çĕнеймесĕр ахаль те шар курать вăрман. Тăватă çул каяллахи типпе те шăрăха пула тăррисĕр юлнă хурăнсем, талккишпех выртакан хăрăк-харăк çав-çавах куç умĕнчен каймаççĕ...
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать