Билета – онлайн мелпе

26 Мая, 2017

Эпĕ яла автобуспа çÿретĕп. Халĕ автовокзала каймасăрах, Интернет урлă онлайн мелĕпе билет туянма май пуррине пĕлсен çак меслетпе савăнсах усă куртăм. Билет илтĕм- ха, анчах манран çакăншăн комисси тытса юлчĕç. Тĕрĕсех турĕç-ши?

Екатерина В.

Шупашкар хули.

Ыйтăва «АвтоВАС» АО представителĕ Владимир ГРИДНЕВ хуравларĕ:

— Чăнласах та, халĕ автобуспа çула тухас текенсем билета пирĕн предприяти сайтĕнче онлайн мелпе саккас пама пултараççĕ: автовокзала кайса çÿремесĕрех, черет тăмасăрах. Анчах çакăншăн оператор /тÿлев системи/ билет хакĕнчен 10% комисси илет, кун пирки ятарлă формăна тултарнă чухне /хăш маршрут, рейс, унăн вăхăчĕ/ асăрхаттарса çырни тухать, çавăнпа ăна çыру авторĕ курнă ахăртнех. Пассажирсем пирĕн патра мĕнле пулăшусемпе усă курма пултарни пирки, вĕсемшĕн кăсăклă ытти информаци йăлтах пирĕн сайтра пур, çав шутрах — билета онлайн мелпе илме май пурри пирки те.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.