Чăваш Енре туса илнĕ ял хуçалăх таварне Мускав тăрăхĕнче сутаççĕ

25 Мая, 2017

Чăваш Енре туса илекен ял хуçалăх таварне Мусква тăрăхĕнче сутаççĕ. Лосино-Петровский хула округĕнче çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 28-мĕшĕччен "Раççейри регионсен таварĕсем" ярмăрккă иртет. Унта пирĕн республика представителĕсем те хутшăнмалла.

Чăваш Республикин РФ президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительстви пĕлтернĕ тăрăх, курава "Шардан" халăх ансамблĕ тата полпредство представителĕсем хутшăнмалла.

Маларах Чăваш Енри ял хуçалăх продукцине çу уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче Лосино-Петровский хулинче йĕркеленĕ "9 мая" социаллă ярмăрккăра сутнă.

 www.hypar.ru

Теги: 

Комментировать