Аттестат илессине пресс-конференцире сÿтсе явнă

18 Мая, 2017

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн яваплă кунсем пуçланаççĕ — патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕ витĕр тухмалла. Тăххăрмĕшсен пĕрремĕш экзаменĕ — çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вăтам шкул пĕтерекенсен — çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче. Патшалăх экзаменĕсен кăçалхи кампанийĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсемпе уйрăмлăхсем пулассине паян Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче иртнĕ пресс-конференцире сÿтсе яврĕç.

Вĕренÿ министрĕн заместителĕ Алевтина Федорова аттестаци мĕнле иртессипе паллаштарнă май чи малтанах акă мĕн çинче пусăм турĕ: кăçалтан тытăнса тăххăрмĕшсем тытакан тăватă экзаменран кашниех аттестат алла илессине витмĕ кÿрет. /Ку таранччен пăрăнми икĕ экзамен кăтартăвĕсем кăна асăннă ыйтура вăйра пулнă./ Экзаменра «иккĕ» илнисем резерв кунĕсенче тĕрĕслеве çĕнĕрен хутшăнма пултараççĕ. Çак майпа икĕ предметпа кăна тытма пулать. Япăх кăтарту шучĕ ытларах пулсан çĕнĕрен тытса пăхмашкăн кăçалхи авăн уйăхĕччен тăхтама тивет.

Ку кампани вăхăтĕнче тăххăрмĕшсен экзамен пункчĕсенче те сăнав çирĕпрех пулĕ. Вĕсене тĕрĕслесе кĕртнĕ чухне те металлодетекторпа усă курĕç. Йĕркелÿçĕсем оффлайн-видеосăнав экзаменсене обьективлă, йĕркене пăсмасăр ирттерме пулăшасса шанаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, тăххăрмĕшсен йышĕнче 58 ачана экзаменран кăларса яма тивнĕ. Вĕсенчен 44-шне — кĕсье телефонĕ çумра пулнăран. Сăмах май, халĕ телефонпа е справочникпа экзаменра усă курнăшăн кăна мар, ку е вăл япала çумра пулнăшăнах айăплаççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать