Чĕмпĕрте "Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕсене вулаççĕ

16 Мая, 2017

Тулай чăвашсем те "Хыпар" издательство çурчĕн хаçачĕсене вулаççĕ. Вулаççĕ çеç те мар, хăш-пĕр хастар тăван чĕлхемĕрпе тухса тăракан пичет кăларăмĕсене çырăнса илме чĕнсе тĕнче тетелĕнчи хăйĕн страницинче те пичетлет.

Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан Микулай Павловский "лӑпӑр-лапӑр хаҫатсене вуласа вӑхӑта ирттерсе лариччен" "Раҫҫей каталогӗнчи арпашусене пӑхмасӑр, Чӗмпӗртенех, Чӑваш Республикинче тухса тӑракан "Тӑван Атӑл" журнала; Тутарстанри "Сувар", Чӗмпӗрти "Канаш" хаҫатсене" ҫырӑннине хыпарланă. Ун пирки вăл Фейсбукра пĕлтернĕ. 

Чăвашла пичет кăларăмĕсемлĕ пулма унăн 1050 тенкӗ тухса кайнă. Тăкака вăл çур çуллăха пайласах кăтартнă та уйăхне 175 тенке ларни курăнать. "Чӗмпӗр ҫӗрӗнче пурӑнса ача чухне юратса, ҫурӑлса пӗтиччен вуланӑ "Тӑван Атӑл" журналпа, хам ҫуралнӑ тӑван республикӑри "Сувар" хаҫатпа хыпаланмасӑр паллашма пулать. Ҫырӑннин укҫи (уйӑхрине илсен) - пулӑ е кӑлпассин хӳри хакӗ, вӑл ӑҫта кайса ҫухалнине те туймастӑн, кӗсъе тӗпӗнче те тупаймастӑн. Чӑвашлӑха пулӑшни, хамӑр чӗлхепе вулани, вара, мӗне тӑрать!" - çунатланнă йăхташăмăр.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать