Çуркуннепе Ĕç уявне тÿрĕ эфирта кăтартĕç

29 Апр, 2017

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен Çуркуннепе Ĕç уявне тÿрĕ эфирта кăтартĕç. Ăна трансляцилекенни - Чăваш Енĕн наци телевиденийĕ. 

Ĕç коллективĕсем, общество тата çамрăксен пĕрлешĕвĕсем Чапаев скверĕ патĕнчен пуçласа утса тухĕç. Шупашкарта пурăнакансемпе республика тĕп хулин хăнисем валли Хĕрлĕ лапамра театрланă уяв иртĕ.

Савăнăçлă мероприяти 10 сехетре пуçланмалла. Чăваш наци телевиденийĕ тÿрĕ эфира 9 сехет те 50 минутра тухĕ. 

www.hypar.ru

Теги: 

Комментировать