Вăрмана сыхлакан камера

27 Апр, 2017

Çанталăк ăшăтнă май вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Çавна май кăçал Чăваш Енре ятарлă видеокамерăсем вырнаçтарасшăн.

«Сăрçи» заповедник «Вăрманти дозора» ĕçлеттерме тытăннă. Мĕн вăл? Вăрманта пушар тухнине пĕлтерекен тытăм. Видеокамерăсем 360 градус çаврăнма пултараççĕ, вĕсене вышкăсенче вырнаçтараççĕ, карас телефон çыхăнăвĕпе усă курса сăн ÿкерчĕке сервера яраççĕ. Ятарлă программа вăрманта ăçта пушар тухнине палăртма май парать. Ку информаци «Сăрçи» заповеднике on-line режимра оператор компьютерĕ çине килет. Сăмах май, кунашкал тытăма 2010 çулта пушарсем алхаснă хыççăн хута яма тытăннă. Чулхула облаçĕнче, тĕслĕхрен, 50 ытла камера вырнаçтарнă. Мари Элта, Чĕмпĕр облаçĕнче, Мордва Республикинче те ку енĕпе ĕçлеççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.