Чăваш Енĕн ахахĕсен гала-концерчĕ иртнĕ

23 Апр, 2017

Ĕнер Шупашкар районĕнчи "Волжские зори" кану базинче "Чăваш Енĕн ахахĕсем" конкурс-фестивалĕн гала-концерчĕ иртнĕ. Унта юрă-ташă енчен пултаруллă ачасем пуçтарăннă.

Ăмăртăвăн зонăри тапхăрĕсем маларах Куславккара, Канашра, Патăрьелĕнче, Çĕмĕрлере, Хĕрлĕ Чутайĕнче тата Кÿкеçре иртнĕ. Ĕнерхи гала-концертра сцена çине тухнисене тĕрлĕ дипломпа, медальпе, ятарлă кубокпа чысланă.

Гала-концерта Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина та хутшăннă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать