Олеся Игнатьева - чи вăйли

17 Апр, 2014

Белгородра Олимп чемпионки Светлана Хоркина ячĕллĕ вĕренÿпе спорт комплексĕнче аслă вĕренÿ заведенийĕсен хушшинче армспорт енĕпе çĕр-шыв чемпионачĕ иртнĕ.

Ăмăртура 46 регионтан 160 ытла спортсмен тупăшнă, вĕсен йышĕнче çĕр-шыври чи паллă армреслерсем те пулнă. Чăваш Ен чысне унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн команди /тренерĕ А.Атласкин/ хÿтĕленĕ. 80 килограмлă хĕрсен ушкăнĕнче Çурçĕр Осетири тата Калининградри вăйлă спортсменсене парăнтарса чемпион ятне журналистика уйрăмĕн 4-мĕш курс студентки Олеся Игнатьева тивĕçнĕ. Армспорт енĕпе палăрнă пике пĕлтĕр те чемпионатра пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Тепĕр виçере Эльмира Алеева пулас юрист бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн ентешсем пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.