Кăçал Чăваш Енри кашни районта агроклассем уçасшăн

7 Апр, 2017

Чăваш Енри яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ял хуçалăх специальноçне хысна шучĕпе илме ăнтăлать. Ун пеккисен шучĕ 2016/2017-мĕш вĕренÿ çулĕсенче палăрмаллах йышланнă.

Çамрăксен самай пайĕ ял хуçалăх специальноçне суйланине ĕнентерме республикăн Ял хуçалăх министерстви цифрăсем илсе кăтартать. 2012/2013-мĕш вĕренÿ çулĕсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен куçăн майпа 311 студент вĕренсе тухнă, аграри специалисчĕ пулнине ĕнентерекен диплома кăçал вара 464-ăн алла илĕç.

Çамрăксене ял хуçалăх отрасльне илĕртме шкул ачисем валли агроклассем уçни те пулăшать тесе шухăшлаççĕ министерствăра. Пĕлтĕр ун пек вĕренÿ пÿлĕмĕсене 6 районта вуннă йĕркеленĕ. Кăçал кашни районтах уçасшăн.

www.hypar.ru

Комментировать