Чăваш Енри тÿре-шара пневматика пистолетĕнчен пенĕ
Çак кунсенче республикăри тÿре-шара патшалăхăн влаç органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăхра ĕçлекенсен физкультурăпа спорт спартакиадине хутшăннă май тĕл перессипе тупăшнă. Турнир республикăн тĕп хулинчи 5-мĕш гимназири тирта иртнĕ.
Ăмăртăва 32 команда хутшăннă. Кашни ушкăн тăватшар çынтан тăнă. Патшалăхăн влаç органĕсем хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ 300 очко пухса пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшĕнче - ЧР Спорт министерстви, виççĕмĕшĕнче - ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви.
Федерацин патшалăх органĕсенче тăрăшакансенчен Росгвардин регионти уйрăмĕ 319 очко пухса чи лайăх кăтартупа палăрнă. Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем 313 очко пухнă, Чрезвычайлă лару-тăру министерстви - 288 очко.
Комментировать