Сывă ăс-тăнпа, таса чунпа

16 Апр, 2014

Урă пурнăç йĕркине анлăрах сарассишĕн вырăнти пуçлăхсем хăйсем тĕслĕх кăтартма тивĕç

Хаçат-журналта çырнине халăх ĕненет. Вĕсенче мĕн пичетленине хăвăрт çăтса яратпăр та пуçлатпăр сÿпĕлтетме. Хывăха тĕшшинчен уйăрма пĕлменнипе те çыхăннă ку. Акă хăш-пĕр информаци хатĕрĕ «Кунти халăх эрехпе туслашнă», «Ялта урă çынна кураймăр» текен шухăшсемпе вулакана тыткăнлас терĕç ахăртнех. Етĕрне районĕ çинчен сăмах пырать. Пуш сăмах çаптарса хисепсĕр ят-сум иличчен çитсе килĕр ялсене, çынсемпе тĕл пулса калаçăр. Уя тухман - уй курман тенĕ авалтан чăваш. Вырăнти пуçлăхсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлсен, тен, куç уçăлĕ.

Владимир Кузьмин, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Сиенлĕ йăла-йĕрке, çав шутра ĕçкĕпе иртĕхни те, пирĕн пурнăçа мĕнле витĕм кÿнине пурте ăнланатпăр. Ĕлĕкхипе танлаштарсан халăх ытларах ĕçет тесе каламăттăм. Пирĕн района «ĕçекен тăрăх» ярлăк çакса яни те чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Черкке ăшне путни таçта та пур. Ыйтăвĕ тарăнрах: обществăна мĕнле сыватмалла? Лавккасенче эрех сутăмĕ чакнипе пĕрлех çынсем аптекăсенче спирт хутăшĕ, одеколон е ытти йышши хаяр шĕвек çине куçни, килсерен «фанфурик-эмел» сĕнни йĕркеллĕ япала-и?

Район ертÿçи пулнипе çеç мар, хирург дипломне илсе сиплевре чылай çул ĕçленипе пăсăк çак пулăмран хăтăлмалли çул шыранă. 1979 çулта Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухсан «Васкавлă пулăшу» фельдшерĕнче вăй хутăм, каярахпа аслă шкул пĕтерсен çĕр-çĕр операци тунă. Леш тĕнчене ăсанмалли миçе çынна ура çине тăратман-ши? Вилĕмрен хăтăлнисем каллех «симĕс çĕлен» патне туртăнни пушшех тĕлĕнтерет. Çын хăйĕн сывлăхĕ çинчен пач шухăшламасть пулсан тухтăр ăна епле сываттăр? Пирĕн çемье - мăшăр, ывăлпа хĕрĕм те сиплевçĕ профессине суйласа илнĕ. Пĕрле пуçтарăнсан çак ыйту тавра кашнинчех хĕрÿ тавлашу çуралать. Çапла, экономикăпа социаллă тытăмра пурте эпир шухăшланă пек пулса пыманнине йышăнмалла, çапах çын сăн-сăпатне çухатас марччĕ пирĕн.

Петр Степанов, шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи:

- Унччен эпĕ Элĕкре чылай хушă ĕçленĕ, Етĕрне районĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Промышленноçри тата ял хуçалăхĕнчи кăтартусем аванрах та. Ял мĕнле сывланине участок инспекторĕсенчен кам лайăхрах пĕлтĕр? Суту-илÿ вырăнĕ саккуна пăхăнса ĕçлемен тĕслĕхсене куç хупса ирттерсе яни пулмалла мар. 2013 çулта районта преступленисен шучĕ 22 процент чакрĕ. Чăваш Енри лайăх кăтартусенчен пĕри.

Уйрăм çынсем сăмакунпа сутă тунă ĕçсене суда çитерес тесен УПК нормисене пăхăнмалла: икĕ пунеттейрен кая мар алă пуснă протокол çырмалла, пулăштух сутнă чух алăран ярса тытмалла тата ыт.те. Хаяр шĕвекпе услам тăвакансем пирки уголовлă икĕ ĕç пуçартăмăр, тепĕр çичĕ тĕслĕхе тĕпчесе вĕçне çитермелле. Рейдсем ирттернĕ чухне мĕн асăрхарăмăр-ха? Ял çынни кÿршине сутмасть, çавăнпа айăплисене явап тыттарма йывăр. Халăх полицие шанманни те ура хурать. Профилактика ĕçне хаклами пултăмăр.

Мана тĕрĕс ăнланăр. Ĕлĕкхи ЛТПсен вăхăтне тавăрма чĕнсе каламастăп эпĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне тунă. Паян ĕçкĕçсем валли çирĕпрех çĕнĕ мелсем шырамалла. Хăй çине алă хуракан йышланни шухăшлаттарать.

Станислав Шишкин, Ирçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Ĕçсе супнă ик-виç çын пĕтĕм ял сăн-сăпатне ярать. Кашни ялтах пур вĕсем. Тепĕр чухне хамăр пата чĕнсе намăслантарни усса пырать. Ăслă-тăнлă çын этем ĕретĕнчен тухмастех.

Шапашра камсем çÿреççĕ тетĕр? Çуттипе туслашнисене пĕрле илмеççĕ вĕсем. Юлнисем вара ашшĕ-амăшĕн пенси укçине сăптăрма именмеççĕ. Вĕсен пырне çăра çакаймăн.

Ялта ĕç çукки çине йăвантараççĕ. Кам чарать? Килте выльăх усра. Сĕте паянхи пек 18 тенкĕпе пуçтарни нихăçан та пулман. Ик-виç ĕне тытакан та пур пирĕн. Ан ÿркен çеç. Кĕрĕк арки йăвалакана ял нихăçан та хисеплемен.

Галина Сергиевская, районти тĕп пульницăн тухтăр-наркологĕ:

- Чипер сывă çын пач ĕçмесĕр пулмастех ĕнтĕ: хăна-вĕрле пухсан уявсенче пĕрле савăнас килет. Анчах пирĕн ĕçкĕ виçи хăйне евĕр, сĕтел хушшинче хамăра тытма пĕлменни куçа тирĕнет.

Хĕрарăмсем черкке енне сулăнни уйрăмах шухăшлаттарать. Яракассинчи пĕр хĕрарăм темĕнле спирт хутăшĕ ĕçсе суккăрланса ларнă тĕслĕх илсе кăтартрĕç. Вăтăрти икĕ çамрăк ютра ĕçлесе таврăннă та ĕçке ярăннă. Иккĕшне те реанимацие хутăмăр. Вĕсен сăнĕсене курасчĕ сирĕн.

Çине тăрса ĕçлесен, сиплев курсне тĕрĕс йĕркелесен чирлисем тĕрĕс мар пурăннине ăнланса илеççех. Çак туйăм çынра шалта вăранни паха. Эрехпе туслисене тепĕр хут аса илтересшĕн - пирĕн пата килме ан вăтанăр, тÿлевсĕр сиплетпĕр.

Владимир Кузьмин:

- Хушса калам-ха. Сиплевре «алкоголизм психозĕ» текен ăнлав пур. Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва çав чирпе асапланакансен йышне кура хаклаççĕ. 2013 çулта республикăра ку кăтарту 25,3 цифрăпа танлашнă. Етĕрне районĕн чылай пĕчĕкрех - 10,4. Ытти район ертÿçисене пĕртте ÿпкелесшĕн мар эпĕ, çапах пире сăлтавсăр ята кĕртни пăшăрхантарать. Паллах, вырăнти влаç алă усса лармасть. Иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Промышленноçри ÿсĕм 104,2 процентпа танлашрĕ. «Ядринпромкомбинат» çĕвĕ фабрикипе кирпĕч завочĕ ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ. Сĕт завочĕ тулли хăвата кĕрсен унта 80 хушма ĕç вырăнĕ уçăлĕ. «Пучах», «Ювановское», «Ленинская искра» хуçалăхсенче çĕнĕ ĕне витисем хăпартаççĕ. Сĕт сăвассипе «Ленинская искра» хуçалăхри Лидия Андреева тата Валентина Спиридонова дояркăсем 8 пин чикки урлă каçни мĕне тăрать! «Родина» хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх отрасльне çÿле çĕкленине палăртасшăн. Эппин, малаллах талпăнатпăр, ĕç çыннин ĕçкĕ çинчен шухăшлама вăхăчĕ те çук.

Урăлăха çирĕплетессинче чару мелĕсемпе çеç улшăну тăваймăн. Сăмахран, 2011-2013 çулсенче районта эрех-сăра сутас калăпăш 280 миллионран 174 миллиона çити чакни халăх сахалрах ĕçнине палăртмасть. Çын кăмăл-туйăмне витермелли меслетсем кирлĕ тесе шухăшлатăп. Тĕп çулсенчен пĕри - массăллă физкультурăпа спорта аталантарни.

Владислав Фролов, «Присурский» спорт комплексĕн директорĕ:

- Спорт керменĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, пилĕк çул каялла хута янă чухне унăн хăйĕн котельнăйĕ пулман. Тавах, район бюджетĕнчен 7 млн тенкĕ тупса хамăр тĕллĕн хăпартрăмăр, вара бассейн та ĕçе кĕчĕ. Халĕ хăтлă, ăшă. Спортăн 15 тĕрлĕ секцине уçнă, унта 1141 ача çÿрет. Сăмах май, ачасен спорт шкулĕ республикăри смотр-конкурс çĕнтерÿçисен йышне кĕчĕ.

Пирĕн паллă спортсменсем - Валерий Лаптев боксер, Алина Иванова, Ирина Баймулкина, Александра Козлова тĕнче тата Европа шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтернĕ. Икĕ çамрăк спорт мастерĕн нормативне тултарни те пирĕншĕн пысăк ÿсĕм.

Халĕччен хоккеистсем валли тăррине витнĕ пăр керменĕ пулман, тренировкăсене Чул хула облаçĕнчи Воротынецра ирттеретчĕç. Ку ыйту татăлать.

Владимир Кузьмин:

- Сывлăхлă çын чунпа та çирĕп. Спорт валли укçа шеллемĕпĕр, спонсорсене явăçтаратпăр. Ялсенчи катоксене пăхса тăма 8 млн тенкĕ уйăратпăр. Сăмах май, пирĕн хоккей команди республикăра мала тухрĕ.

Аптекăсенче спирт хутăшĕсем сутас йĕркене РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви çирĕплетнĕ, ăна хамăр тĕллĕн улăштараймастпăр. «Фанфуриксемпе» уйрăм çын лавккисенче те сутă туни вара саккунпа килĕшсе тăмасть. Аслă çул хĕррипе эрех сутакан нумай павильон уçса тултарчĕç, хăшĕсем талăкĕпе ĕçлеççĕ. Ятарлă рейд ирттерсе тĕрĕслемелле: хаяр шĕвек сутмалли лицензи пур-и вĕсен?

Эрех-сăра чирĕ вăл - çемье арканăвĕ, ашшĕ-амăш кулянăвĕ, ача-пăча куççулĕ. Алкоголизмăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăрĕсенче çынна сыватма май пур-çке. Участокри инспектор-и, тухтăр-и е должноçри çын-и - хăвăр пурăнакан тăрăхра лăпкăлăх хуçалантăр тесен пурин те яваплăха туйса ĕçлемелле. Хальлĕхе çавă çитсех каймасть.

Районти право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе ĕçлекен ятарлă канаш пур. Унта суту-илÿ ертÿçисене чĕнсе итлессине йăлана кĕртмелле. Сăмахран, аслă çул çинчи «Пирамида» лавкка пирки ÿпкелешсе калаçаççĕ. Малтан тĕпчесе пĕлмелле: сутуçăсем саккуна пăхăнаççĕ-и? Тен, лавккан ĕç йĕркине улăштармалла тата ыт.те. Пирĕн тăрăхра предпринимательство юхăмĕ аталанни - хушма налук пухмалли çăл куç, çавна май питĕ тимлĕ ĕçлеме ыйтасшăн.

Станислав Шишкин:

- Черккерен хăпайманнисем нихăшĕ те хăйне алкоголик тесе йышăнмасть. Выльăх-чĕрлĕх тытма пăрахнă кил нумайланни кулянтарать. Ял пурнăçĕ ал тупанĕ çинчи пекех. Кам сăмакун юхтарнине, спирт хутăштарса сутнине халăхран пытараймăн. Кÿрши теприне усал тăвас тесе ятарласа эрехпе хăналани те пулкалать.

Владимир Черлаков, Мăн Чураш ял тăрăхĕн ертÿçи:

- Сывă пурнăç йĕркине йăлана кĕртес ĕçре пуçлăхсем хăйсем тĕслĕх кăтартсан нимĕнле агитаци те кирлĕ мар. Калăпăр: ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен шашка-шахмат турнирне пуçартăмăр та, район ертÿçи Кузьмин та унта хутшăнни, иккĕмĕш вырăна тухни епле аван. Тепри пулсан: «Эпĕ питĕ ĕçлĕ çын, ерçÿ çук», - тесе пăрăнма тăрăшать. Тĕрĕссипе, спортăн пĕр ăмăртăвĕ те пуçлăхсăр иртмест. Хамăр та унран ÿксе юлмастпăр. Спортăн вунă енĕпе спартакиада йĕркелерĕмĕр. Куçса çÿрекен кубок Мăн Чурашсене тивĕçрĕ, питĕ маттур пирĕн командăри спортсменсем.

Владимир Кузьмин:

- Эрех ыйтăвĕ тавра калаçу нумай. Çапах ман ăна наци менталитечĕ тесе каланипе килĕшес килмест. Кирлĕ чухне хамăра алла илсе кирек епле кăткăс ыйтусене те татса панă-çке эпир. Раççейре те, Чăваш Енре те çывăх çулсенче пысăк проектсене пуçăнаççĕ. Район çĕрĕ тăрăх Мускав - Хусан чукун çул иртмелле, пурĕ 18 çухрăм. Федераци пĕлтерĕшлĕ М-7 автотрасса çывăхĕнчи инфратытăма аталантармалла. Акă мĕн чухлĕ ĕç кĕтет, самана стройкисене çĕнĕ ĕç вăйĕ килессе шанаççĕ. Малашлăхлă проектсене «симĕс çутă» парасси пĕртте иккĕлентермест, апла пирĕн сывă ăс-тăн, çирĕп вăй-халпа ĕçлес пултарулăх питĕ кирлĕ пулĕç.

 

çырса илнĕ