"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ ЧПУ ректорĕпе тĕл пулнă

28 Мар, 2017

Паян "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе, Чăваш Енри аслă шкулсен ректорĕсен канашĕн председателĕпе Андрей Александровпа тĕл пулнă. Енсем аслă шкулпа хаçатçăсем тачă çыхăнса ĕçлес ыйтăва тишкернĕ.

ЧПУра вырăс тата чăваш филологийĕн тата журналистикăн факультетĕнче çулсерен филологсемпе журналистсем вĕренсе тухаççĕ. Вĕсем "Хыпар" Издательство çуртĕнче производство практики ирттерсе çырас ăсталăха ăша хывма пултараççĕ. Тепĕр майлă каласан, медиахолдингăн хаçачĕсем наци кадрĕсем хатĕрлессинче пултарулăх лаççи пулма тивĕç. Кун валли темех те кирлĕ мар: ĕçлес-талпăнас, туслă çыхăнăва малалла та çирĕплетес тени кăна. Унсăр пуçне пĕрлехи конференцисем ирттерес майсене те сÿтсе явнă.

Сăмах май каласан, Чăваш Енĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов хаçатçăсемпе нумаях пулмасть тĕл пулнă чухне те аслă шкулпа килĕштерсе ĕçлемеллине асăнса хăварнăччĕ. Александр Степанович палăртнă тăрăх, "Хыпар" издательство çуртĕнче наци чĕлхипе çыракан кадрсем туптакан лаç  йĕркелемелле. Ун валли майсем пур. Çитменнине "Хыпарта" республикăри чи опытлă журналистсенчен пĕрисем ĕçлеççĕ.

www.hypar.ru

 

Комментировать