Судьясем наградăна тивĕçнĕ

24 Мар, 2017

Паян Чăваш Енĕн Аслă судĕнче республикăри судьясен конференцийĕ иртнĕ. Унта икĕ судьяна пысăк наградăпа чысланă. Иккĕшĕ те Чăваш Енĕн Аслă судĕнче тăрăшаççĕ.

Хисепе тивĕçнĕ Николай Лысенина тата Лев Ермолаева республикăн юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева  "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ" ят илнĕ ятпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе саламланă.  Миравай судьяна нумаях пулмасть çирĕплетнисене министр удостоверени тыттарнă.

www.hypar.ru

Комментировать