"Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин" черетлĕ томĕ пичетленнĕ

23 Мар, 2017

Чăваш Енре "Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин" черетлĕ томĕ кун çути курнă. Ку - виççĕмĕш кăларăм. Унчченхи икĕ тома А-И тата И-К сас паллиллĕ сăмахсене кĕртнĕччĕ.

Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пуçарнипе пичетленекен кăларăм пуçласа 2011 çулта кун çути курнăччĕ. Иккĕмĕш томĕ тепĕр икĕ çултан калăпланса тухрĕ. Халĕ черет виççĕмĕш патне çитнĕ. Унта К-П сас паллисенчен пуçланакан сăмахсем кĕнĕ. "Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин" виççĕмĕш томне 1500 тиражпа Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви укçа уйăрнипе Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленĕ. Словарĕн ăслăлăх редакторĕ – Геннадий Дегтярев.

Словаре Николай Ашмаринăн 17 томлă словарĕн тăсăмĕ тесе хакламалла. XIX ĕмĕр вĕçĕнчи – XX ěмěp пуçламăшĕнче пухнă ĕç паян та актуаллăхне çухатман-ха. Çапах вăхăт иртнĕçемĕн чĕлхе улшăнать: хăш-пĕр сăмах манăçа тухать, ун вырăнне çĕнниceм кĕреççě.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать