Тăванлăх çăлкуçĕ ан иксĕлтĕр

22 Мар, 2017

Кăрлач уйăхĕнче Тутарстанри Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнчи йăхташсем патне кайнăччĕ. Çул çинче авалхи тăван çĕрĕмĕр-шывăмăр — Атăлçи Пăлхар çĕршывĕ — вырнаçнă çĕрпе пынă май пуçа темĕнле шухăш та пырса кĕчĕ.

Вĕсене йĕркене кĕртнĕ май халĕ вăл е ку самант, пулăм пирки тĕплĕнрех чарăнса тăма та юрать пулĕ. Çул çинче темиçе сехет пултăмăр, çапах несĕлĕмĕрсен çĕрĕ хыçа юлмарĕ-ха. Ытла та анлă, пысăк, мăнаçлă пулнă вăл. Атăлçи Пăлхар патшалăхне тустарса тăкнă хыççăн халăхăмăр хăйĕн пĕрлехи хăватне çухатнă.

Çирĕммĕш ĕмĕр вара чăваша çĕнĕрен патшалăх парнелерĕ. Шел те, унчченхи хăватпа, территорипе мар. Пĕр пĕчĕк лаптăкра /18,3 пин тăваткал километр/. Тĕп хуламăртан пуçласа Шăмăршă чиккине çитме икĕ сехет ытларах çеç кирлĕ. Çавăнпах пулĕ çак пĕчĕк лаптăка тĕп халăхăн çурри çеç шăнăçайнă. Вун-вун ĕмĕр хăйĕн тăван çĕрĕнче тымар янă Самар, Чĕмпĕр, Тутарстан тата ытти ен чăвашĕсем ютра юлнă. Раççейри 80 ытла регионта, чикĕ леш енче пурăнаççĕ йăхташăмăрсем.

Паян республика тулашĕнчи чăвашсен пысăк пайĕ тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ сăлтава пула тăван кĕтесĕнчен куçса кайнă. Ăсчахсем палăртнă тăрăх çакă та паллă: Атăл леш енчи тата Урал тăрăхĕнчи йăхташсен чи çывăх тăванĕсем Хусан тăрăхĕнчи чăвашсем, 14-16 ĕмĕрсенче Атăлăн сулахай енче пăлхар-чăваш халăхĕ йышлă пурăннă хутлăхрисем, пулнă. 17 ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче чăвашсем каялла куçса килме пуçланă: пĕрисем Атăлăн сылтăм енне /Чăваш Енĕн кăнтăр тата кăнтăр-хĕвелтухăç районĕсене/, теприсем — Кама леш енĕн тата Урал тăрăхĕн районĕсене. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.