Депутатсем Василий Пословский прокурор пулассипе килĕшрĕç

21 Мар, 2017

Раççей генпрокурорĕ Чăваш Ен прокурорĕн должноçне сĕннĕ кандидатура тĕлĕшпе килĕшÿ парасси ЧР Патшалăх Канашĕн эрнекун иртнĕ черетлĕ 6-мĕш сессийĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ тесен те юрать.

Сăмах тĕшшине пĕлет

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юрий Чайка генпрокурор Чăваш Ен прокурорĕн должноçне Василий Пословские лартма сĕннипе килĕшнĕ ĕнтĕ — сессире çакăн пирки хăй пĕлтерчĕ. Анчах йĕрки çапла — республика парламенчĕн те килĕшÿ памалла, çакăн хыççăн çĕршыв Президенчĕ тивĕçлĕ указа алă пусать.

Пулас /халь çапла калама та юрать-тĕр/ прокурорпа РФ генпрокуратурин Атăлçи округĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Юмшанов паллаштарчĕ. Пословский Воронеж облаçĕнче 1961 çулта çуралнă, Воронежри патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, 1984 çултанпа — стажер, прокурор пулăшуçи, Тула облаçĕнчи райпрокурор заместителĕ, район прокурорĕ, Тула облаçĕн прокурорĕн заместителĕ. 2011 çултанпа вара — Адыгея Республикин прокурорĕ. "Пысăк квалификациллĕ тата опытлă, çирĕп ыйтаканскер. Патшалăх органĕсемпе конструктивлă хутшăнса ĕçлес кăмăллă. Йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ пысăк", — терĕ ун пирки Андрей Александрович.

Паллах, яваплă должноçа йышăнакана хăйне те итлерĕç. Тÿрех палăрчĕ: сăмах тĕшшине пĕлет, шухăшласа калаçать, кулăш туйăмĕ те пур. Вырăс чĕлхине, сăмахсен пĕлтерĕшне лайăх пĕлни вара шкултах "5" паллăсемпе кăна вĕреннипе çеç мар, пĕр вăхăт хаçат редакцийĕнче литсотрудникре ĕçленипе сăлтавланнине çирĕплетрĕ. Çавна май документсене яланах тĕплĕ те тĕрĕс хатĕрлеме, уççăн та туллин çырма тăрăшать-мĕн. Адыгейăра ĕçлеме тытăнсан Мускава ăсатнă пĕр документ пирки "çÿлтен" ÿпкелесе шăнкăравлани çинчен те каласа кăтартрĕ: "Василий Митрофанович, ку пĕртте эсир хатĕрленĕ хут пек мар..." Ăнлантартăм: "Эпир наци республикинче вĕт. Çав документа Адыгея çынни хатĕрленĕ. Юрать, эпĕ ăна калатăп — адыгейла ăнлантарса парĕ. Вăт, çав чĕлхерен куçарăр та — эсир миçе йăнăш тунине курăпăр..." Кунашкал позициллĕ çыннăн чăваш чĕлхи тĕлĕшпе те çавнашкалах хисеп пуласса шанас килет.

Çĕнĕ прокурор хăйĕн ĕçĕнче мĕнле ыйтусене тĕпе хурасси пирки ыйтсан татăклăн каларĕ: "Преступленисемпе кĕрешессине, право хуралĕн органĕсен ĕçне йĕркелессине, профилактикăна, çынсен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессине". Депутатсем вара пĕри те тепри ыйту параççĕ — çав шутра прокурор çемйи те интереслентерет. Пурне те хуравларĕ. Çемйипе хальччен ултă вырăна куçма тивнĕ-мĕн. Чăваш Ен çиччĕмĕш пулать. Арăмĕ унран юлмĕ: "Йĕппи ăçта — çиппи те çавăнтах". Хĕрĕ çитĕннĕ ĕнтĕ. 14 çулти ывăлĕ кунта килес тĕлĕшпе вара чăрмавсем пулма пултараççĕ. Çамрăк пулин те — вăл та пакунлă: Краснодарти Президентăн кадет шкулĕнче вĕренет. Эппин, ăна куçарассине те Президент кăна татса парать.

Адыгейăра вăл парламент сессийĕсене яланах хăй çÿреме тăрăшнă, çак йăлана вăл Чăваш Енре те тытса пырас тĕллевлĕ. Кавказри республикăра регион пуçлăхĕпе те, спикерпа та йĕркеллĕ хутшăнусенче пулнă — пирĕн республикăра та вырăнти влаçпа çаплах ĕçлес шанăçлă.

Чăн та, хăшпĕр депутат ăна "прокуратурăпа влаç туслăхĕнчен" сыхланмалли пирки асăрхаттарма та именмерĕ. Меллĕ самантпа усă курса пулас прокурора республикăра тĕрлĕ йăх-ях вăй илнĕ текен те тупăнчĕ. Чăн та, ыттисем ăна çийĕнчех вырăна лартрĕç. "Пирĕн çут çанталăк пуянлăхĕ çук, анчах маттур çынсем пур. Çавăнпа эсир пирĕн тăван республика çинчен çапла суйса киревсĕр калани мана кÿрентерет", — терĕ, сăмахран, Альбина Егорова вице-спикер. Унăн позицине Петр Краснов, Андрей Александров депутатсем те хÿтĕлерĕç, хайхи каланине вăл çĕнĕ прокурор умĕнче курнăçланни вырăнне хурса хакларĕç.

Потребитель карçинкки, ытти ыйту

ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн та çав депутатăн сăмахĕсене хирĕçлеме тиврĕ: "Авари пулма пултаракан çуртсенчен çынсене куçарас енĕпе япăх ĕçлени пирки калас тăк — ку енĕпе эпир кварталсерен отчет тăрататпăр, республика çак ĕçпе "симĕс зонăра". Çапла, укçа çитмест, анчах çулталăк тăршшĕпе, тен, маларах та 300 миллион тенкĕрен кая мар илĕпĕр — çынсене куçарас ĕçе туллин пурнăçлăпăр. Тĕрлĕ йăх-ях тени пирки: право хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр, коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртас тĕлĕшпе кăтартусем лайăх. Çавнашкал уйрăм сăмахсем ахаль калаçни кăна — лару-тăрăва витĕм кÿреймеççĕ, ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн рейтингсем çÿллĕ шайра".

Пословский кандидатурипе депутатсем пĕр саслă пулса килĕшрĕç — пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнăскершĕн менелник тĕлне лайăх парне пултăр тесе шÿтлерĕç. Василий Митрофанович пурне те тав турĕ: "Кунта каланине эпĕ сывă ăспа хаклăп, ĕç-пуçа тĕпчĕпĕр. Саккун мĕнле хушать — çапла тума тăрăшăпăр. Эсир капла сасăланине кура пирĕн хушăра пĕр шухăшлăх пуласса шанатăп".

Сессире парламент пĕр депутата çухатрĕ. Çук, тем пулман, РЛДП представителĕ Надежда Петрова депутат мандатне тавăрса памашкăн хăй ыйтса çырнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтерчĕç. Парламент аппарачĕн специалисчĕ çийĕнчех Надежда Петровнăн электрон мелĕпе сасăламалли карточкине пырса илчĕ — уншăн парламентри ĕç вĕçленчĕ.

Самай калаçтарнă тепĕр ыйту — республикăн потребитель карçинкки çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртесси. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Ковалев 8,5 пин тенкĕлĕх карçинкка хакĕ кăшт пĕчĕкленесси çинчен каларĕ. Унти хăшпĕр апат-çимĕç виçи те улшăнать. Экран çине кăларнă таблицăра вăйпитти çын карçинккинче çĕрулми 80-ран 87,8 килограмм таран ÿсессине кăтартнă. Сахăр-канфет виçи 25-рен 22 килограма яхăн юлмалла. Аш та чакать — 62,5-рен 58,5 юлать. Сĕт, унран хатĕрленĕ юр-вар вара йывăрланать: 254,8 пулнă — 258,6 килограмм тăвасшăн. Кашни сĕнĕве хирĕçлесе йышăнакан депутатсем шăпах çакăншăн влаçа айăплама пăхрĕç.

"Единая Россия" представителĕ пÿрне хуçлатса тенĕ пек ăнлантарчĕ: асăннă виçесем — ытти регионтипе шайлашуллă. Тĕпрен илсен, пурте çав виçесене чылай маларах улăштарнă, Чăваш Ен вара çакăн патне халь тин çитнĕ. Аграри комитечĕн председателĕ Сергей Павлов карçинккари ĕçме-çиме виçи, чăннипе, ячĕшĕн кăна пулнине те пытармарĕ. Калăпăр, саккун проектĕнче çĕрулми виçине 87,8 килограмм кăтартнă, чăннипе вара Чăваш Енре пурăнакан кашни çын çулталăкра çиекен "иккĕмĕш çăкăр" виçи 160 килограмм патнеллех. Апла тăк мĕн тавлашмалли? Чăнах та, тавлашăва вĕçлерĕç — саккун проектне ырларĕç.

Парламент тата темиçе саккун проектне йышăнчĕ, миравай судьясене уйăрса лартассине, Общество канашĕн членне çирĕплетессине татса пачĕ.

Николай Коновалов

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.