Виçĕ çултах вулама вĕреннĕ

29 Ноя, 2013

Шупашкарта пурăнакан Максимилиан Севастьянов ача чухнех пурнăçра мĕн кирлине пĕлнĕ. Вăл вĕренÿре çеç мар, кирек епле ĕçре те яваплăха туйнă. Çавăнпах ытти тантăшĕнчен уйрăлса тăнă. Кашни кун валли план тунă, хăйĕн ÿт-пĕвне çамрăкранах пиçĕхтернĕ.

Пÿлĕмре тирпейленĕ чухне Вера такам саспа вуланине илтнĕ. Çамрăк хĕрарăм хваттерте 3 çулти ывăлĕпе иккĕшĕ çеç пулнине тавçăрса тепĕр пÿлĕме васканă. Унта ларакан Максимăн аллинче политика словарьне асăрханă. Арçын ача пÿрнепе тĕллесе сăмахсене сыпăкăн-сыпăкăн вуланă. Вера Севастьяновна ывăлĕ çапла ир вулама вĕреннинчен тĕлĕннĕ - ара, ун чухне амăшĕ вăл сас паллисене пĕлни пирки шухăшламан та-çке.

Максимилиан мĕн пĕчĕкрен тăванĕсене çивĕч ăс-тăнĕпе, ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Вăл хăйĕнчен икĕ çул аслăрах аппăшĕнчен Янăран нумай вĕреннĕ. Вĕсем пĕрле выляса ÿснĕ. Шел те, пĕр тăвансем час-часах чирленĕ. Вера Севастьяновна ачасен организмне пиçĕхтерме шухăшланă. Ятарлă литература вуланă, тĕрлĕ семинара çÿренĕ. Кÿршĕсем ача амăшĕ тĕпренчĕкĕсене сивĕ шывпа çăвăнтарнине сивленĕ, çапах çакă лайăх витĕм кÿнĕ. Вĕсем чирлеме чарăннă. Максимилиан 4 çулта бокспа тата гимнастикăпа кăсăкланма тытăннă. Шкула çÿреме пуçласан хăйне спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕсленĕ: волейбол, футбол секцийĕсене çÿренĕ, шывра ишнĕ, йĕлтĕрпе ярăннă. Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен гимнастика енĕпе 6-мĕш спорт шкулĕнче вăл 4 çул ăсталăха туптанă. Ку çеç мар, Максимилиан кимĕ-карап тăвакансен кружокне те çÿренĕ. Аслă шкула вĕренме кĕрсен кире пуканĕ çĕклеме, велоспортпа кăсăкланма тытăннă. 23 çулти каччă халĕ те сывлăхне куллен çирĕплетет.

Максимăн /ăна кĕскен çапла чĕнеççĕ/ амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх - вăл пĕрремĕш класранпах «5» паллăпа çеç вĕреннĕ. «Физкультура урокне костюм чиксе кайманшăн «2» илсен пĕрремĕш япăх паллăн уявне те тунăччĕ», - иртнине йăл кулса аса илчĕ Вера Севастьяновна. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех Пушкин поэмине артист пек каланăскер тантăшĕсене те, ашшĕ-амăшне те тĕлĕнтернĕ. Пĕрре вуласах ас туса юлни шкул ачине чылай предметпа лайăх ĕлкĕрсе пыма пулăшнă.

Вера Севастьяновна Шупашкарти Корней Чуковский ячĕллĕ ача-пăча вулавăшĕнче ĕçленĕ. Унта Максим сехечĕ-сехечĕпе ларнă, тĕрлĕ кĕнеке шĕкĕлченĕ. Юмахран пуçласа классика произведенийĕ, энциклопеди таран вуланă. Ф.Достоевскипе А.Чехов - унăн чи юратнă писателĕсем. Нумай кĕнеке вуласа вăл тавра курăмне анлăлатнă, ăс-тăнне ÿстернĕ, çут çанталăка тата çынсене лайăхрах ăнланма пуçланă. Паян çамрăксен калаçу чĕлхи чухăнланса пынă май çакă пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Марина Цветаева: «Вулани - пултарулăх ĕçне хутшăнни. Ку вара чăннипех те кăсăклă», - тенĕ.

1-мĕш класран пуçласа 5-мĕшĕччен Максим Шупашкарти ача-пăча искусство шкулĕнче баян класĕнче вĕреннĕ. Çавăн чухнех эстрада ташшин занятийĕсене çÿренĕ. Унтан бал ташшисене 7 çул вĕреннĕ. Вăл вырăсла та, латин-американла та, чăвашла та ташлама пĕлет.

Севастьяновсен çемйинче юрă-кĕвĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Максим гитара ăста калать. Çуллахи каникула каччă яланах Çĕмĕрле районĕнчи Юманайра ирттернĕ. Унта унăн кукашшĕпе кукамăшĕ пурăннă. Вĕсем ăна тăван тăрăха юратма, чăваш халăхне хисеплеме вĕрентнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех Максим ача-пăча лагерĕсенче вожатăйра ĕçленĕ. Алла аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн истори факультетне кĕнĕ. Студент çулĕсенче яш общество ĕçне хастар хутшăннă, вожатăйсене хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Çулла çеç мар, çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Ача çурчĕсемпе медицина центрĕсенче уявсем ирттернĕ.

Аслă шкулта вĕреннĕ чухне Максим Вырăс драма театрĕнчи постановкăсенче те вылянă. Унăн шухăшĕпе - Ашот Восканян режиссер пулăшнипе вăл тĕнчене ăнланма вĕреннĕ. «Анна Каренина» спектакльте ăна массăллă сценăра выляма чĕннĕ.

Пĕр вăхăт каччă аэрографипе кăсăкланнă. 2012 çулта сессие ăнăçлă вĕçлесен «Хусан» аэропортра ĕçленĕ, самолет сăрланă. Ĕçлесе илнĕ укçапа спорт велосипечĕ туяннă.

Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă Максимилиан Севастьяновăн вăй-халĕ тапса тăрать. Тĕллевĕсемпе шухăшĕсене пурнăçа кĕртме куллен тăрăшать вăл. Ĕнерхи студент «ÇХ» вулаканĕсене акă мĕн сунчĕ: «Çын пурнăçра хăйĕн вырăнне тупсан кăна телейлĕ пулаять. Эпĕ пурне те хăйĕн чун киленĕçне тупма сĕнетĕп. Ĕçе кăмăлпа çÿресен пурнăç та хаваслă иртет. Тĕрлĕ çĕрте хăвна тĕрĕслесен кайран ачасене, юлташсене каласа памалли нумай пулĕ».

Людмила КУТЬИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.