Ачасем "Артека" каясшăн

15 Мар, 2017

Раççей почти тата Пĕтĕм тĕнчери "Артек" ача-пăча центрĕ ачасен çырăвĕсен "Почта! Манăн "Артека" каяс килет" иккĕмĕш уçă конкурс пуçланни çинчен пĕлтерчĕç.

Çак конкурс урлă хастар ачасем хăйсен пултарулăхĕ пирки пĕлтерме, парне вырăнне тĕнчипе паллă лагере çитсе килме пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсем "почта сменине" лекеççĕ: ăна Раççей почтипе пĕрле кăçалхи çурла уйăхĕнче йĕркелеççĕ.

Пĕлтĕр ку конкурса Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи çеç мар, Ази, Европа, НППП, Америка, Çывăх Хĕвелтухăç çĕршывĕсенчи ачасем те хутшăннă, 5 пин ытла çыру янă. Унта 10-16 çулсенчи ачасен "Артека" каяс килни пирки пĕлтерсе Ачасен "Артек почти" вăйă-кану центрне çыру ямалла. Хăйнеевĕрлĕ ăмăртăва ача-пăча центрĕ уçăлнă кун — çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче — пĕтĕмлетĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать