Кунта — кил ăшши те, атте-анне юратăвĕ те

9 Мар, 2017

Темшĕн-çке эпир хамăра ушкăнсене пайлама хăнăхнă: пуяннисем-чухăннисем, хитрисем-сăнсăррисем, çÿллисем-лутрисем, ăслисем-айваннисем… Кашни çынна ятарлă этикеткăпа палăртса тухнă тейĕн. Пĕр ушкăнĕ — «лайăх», тепри — «япăх». Паллах, пурин те лайăххисен шутне кĕрес килет, анчах тĕрлĕ сăлтава пула унта лекейменнисен хăйсене мĕнле туймалла-ши? Хĕвел пурне те пĕр пек ăшăтать пулсан мĕншĕн эпир пурне те пĕр пек хисеплеместпĕр?

Пĕр-пĕринчен кулас йăла ачасемшĕн ют мар. Урокра тăтăшах «2» паллă илекенрен пÿрне тĕллесе кулаканнисем те пур. Мĕскĕнĕн вара ăçта кайса кĕмелле ĕнтĕ çак самантра? Килĕнче ашшĕ-амăшĕнчен те лекет… Чăн та, пĕрисем наянлăхне пула вĕренеймеççĕ, теприсем вара… Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен пурте пĕрешкел мар çав: çивĕч ăслисем те пур, хавшакраххисем те. Çапах та ку вăл — тăрăхламалли сăлтав мар. Сăмах май, Альберт Эйнштейн паллă ăсчах та шкулта вĕреннĕ чухне вундеркинд пулман. Пачах тепĕр май, унăн ăс-тăнĕ пирки чылайăшĕ иккĕленнĕ, амăшĕ те пăшăрханнă. Ытлах калаçман вăл, кирек епле ĕçе те питĕ мăран пурнăçланă, нимĕнле пултарулăхпа та палăрман. Унран пурте кулнă. Альбертран этем ретлĕ çын пуласса вĕрентекенĕсем те шанман. Куратăр ĕнтĕ, каярах мĕнле паллă та ăслă çын пулса тăнă вăл!

Паянхи кун ахаль шкул программине парăнтарайманнисене пирĕн республикăра Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкри хавшакрах сывлăхлă ачасене вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан интернат шкул пулăшу пама хатĕр. Шкула 1962 çулта тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене валли никĕс- ленĕ. Кăçалтанпа унăн директорĕ — Анас- тасия Семеновна Фондеркина. Унччен вара ку тивĕçе 2003 çултанпа Надежда Дмитриевна Сокол пурнăçланă. Халĕ вăл — ĕç сыхлавĕн специалисчĕ.

— Ăс-тăн енчен хавшакрах ачасем ыттисем çăмăллăнах ăнланакан информацие тÿрех ăса хываймаççĕ, — каласа парать Надежда Дмитриевна. — Çавна пула питĕ намăсланаççĕ, «2» паллăсем çаклатаççĕ, хăйсене ыттисенчен катăкрах туяççĕ. Кунта вара ятарлă программăпа вĕренеççĕ. Хăш чухне пирĕн ачасен пĕрре тăваттăмĕш е пĕрре виççĕмĕш пайĕ ударник та пулса тăрать. Пирĕн программăпа вĕсем «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, хăйсене ыттисенчен япăх туймаççĕ. Питĕ лайăх вулаççĕ, илемлĕ юрлаççĕ, ташлаççĕ. Пирĕн «Саланочка» илемлĕ ансамбль те пур. Ăна темиçе çул ĕнтĕ Марина Ивановна Чернигова воспитатель ертсе пырать. Ансамбль республикăра кăна мар, регионсен хушшинчи конкурссенче те сахал мар çĕнтернĕ. Чылайăшĕн хускану çирĕплĕхĕ пăсăлнине шута илсен ачасен хастарлăхĕ ÿсни — кунта ĕçлекенсемшĕн пысăк çитĕнÿ.

1989 çулта шкул çуртне тĕпрен çĕнетнĕ. Санитари тĕлĕшĕнчен нимĕн- ле çитменлĕх те çук. Вĕренÿ блокĕ, çывăрмалли блок, акт залĕ, библиотека, столовăй, спортзал — вĕсене пурне те ăшă фойе çыхăнтарать. Ачасем пĕр корпусран теприне ăшă тумтир тăхăнмасăрах куçса çÿрееççĕ. 2005 çултанпа шкула газпа ăшăтаççĕ. Вĕри шыв та пур, мунча-прачечнăй та ĕçлет. Шкул уçăлсан унта 210 ача вĕренме пынă. Вĕсенчен çурри ытла — ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнăскерсем.

— 2003 çулта эпĕ директор ĕçне пуçăнсан пирĕн интернат шкулти 153 ачаран 74-шĕ — тăлăхсемччĕ, — аса илет Надежда Дмитриевна. — Паянхи кун çавăн пек шăпаллă пĕр ача та çук. Нумайăшне лайăх çемьесем усрава илнĕ. Вĕсем пурте çемье ăшшине туйса ÿсеççĕ.

Интернат шкулта 11 класс тата вĕренÿ хыççăнхи вăхăта усăллă ирттерме 10 ушкăн ĕçлет. Ятарлă кружоксенче ачасем ташлама, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме, ÿкерме тата ытти ăсталăха вĕренеççĕ. Ÿкерÿ кружокĕ уйрăмах килĕшет вĕсене. Ольга Яковлевна Шедикова вĕрентекен çав тери илемлĕ ÿкерме хăнăхтарать. Çавăнпах ĕнтĕ ачасен ĕçĕсем респуб- лика, Раççей, пĕтĕм тĕнче шайĕнчи куравсене хутшăнаççĕ, конкурссенче çĕнтереççĕ.

Шкулăн тĕп специализацийĕ — ĕçе хăнăхтарасси. Çавăнпа кунта ĕç вĕренĕвĕпе /слесарь, столяр, штукатур-маляр, çĕвĕç тата ял хуçалăх ĕçĕсем/ экзамен тытаççĕ. Саккăрмĕш тата тăххăрмĕш классенче ачасем пуласлăхра хăш ĕçе суйласа илессине палăртаççĕ. Кăмăл пулсан тÿрех икĕ специальноçе те вĕренме пулать.

— Кашни ачапа ĕçлеме план пур пирĕн, — калаçăва хутшăнать директор заместителĕ Светлана Геннадьевна Крючкова. — Социаллă педагог йывăр кăмăллисемпе уйрăммăн ĕçлет, психологпа воспитательсен тÿпи те пысăк. Эпир пĕрле пуçтарăнса кашни ача валли уйрăм программа хатĕрлетпĕр, унсăрăн май çук. Пирĕн ачасем шахматла лайăх выляççĕ. Шашкăлла выляссипе те яланах малта. Пĕтĕм Раççейри Шахмат ассоциацийĕ шкула шахмат хатĕрĕ нумай парнелерĕ. Кружока икĕ çул ĕнтĕ Владимир Михайлович Николаев математик ертсе пырать. Ачасем ун патне хаваспах пуçтарăнаççĕ. Шахмат вĕсемшĕн йывăр пулать тесе шухăшлаттăмăр. Çук иккен, хăвăртах алла илчĕç.

Кунта вĕренме килнĕ чухне хăш-пĕр ача калаçма кăна мар, сасса йĕркеллĕ калама та пултараймасть. Вĕсемпе логопед ĕçлет. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем те нумай тăрăшаççĕ. Çапла ачасем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çырма та хăнăхаççĕ.

Хăшĕ-пĕри сăвă çырассипе те кăсăк- ланать. Ирина Васильева вĕренсе тухса кайнă ĕнтĕ, çапах унăн сăввисем халĕ те кунта ĕçлекенсене хавхалантараççĕ. Музыка вĕрентекенĕ ертсе пынипе мĕнлерех хитре юрланă тата вăл! Тăрă-шуллăскер пĕлтĕр пĕтĕм Раççейри «Лучший по профессии» конкурсра çĕнтернĕ. Халĕ Ирина Етĕрнери агротехникумра вĕренет. Унăн çитĕнĕвĕ интернат шкул ĕçченĕсене, паллах, питĕ савăнтарать.

— Пирĕн çемьесен 50 проценчĕ проб- лемăллă, — пăшăрханса пĕлтерет Надежда Дмитриевна. — Тĕпрен илсен вĕсем — ялтисем. Пепкисен хавшаклăхĕн тĕп сăлтавĕ шутне чылай чухне ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхнине кĕртмелле пулĕ. Çакă, паллах, тĕпренчĕкне усал витĕм кÿрет.

Паянхи саккун ачана кирек хăш шкулта та вĕрентме ирĕк панине аса илтерет педагог. Унăн шухăшĕпе, вĕренÿ организацийĕн кашни ача валли программа хатĕрлемелле, тьютер — ятарлă педагог — кирлĕ.

— Çирĕм пилĕк ачаран пĕри хавшакрах пулсан вĕрентекенĕн ун валли питех вăхăт çитмест-çке, вăл ăна 5-7 минут кăна уйăрса пама пултарать, — тет вăл. — Пур ачана та тимлĕх кирлĕ, мĕншĕн тесен вă-там шкул программипе пурте пĕрешкел ĕлкĕреймеççĕ. Пĕтĕмĕшле аталануран юлса пыни вара ятарласа ĕçлемесен вăйланать кăна. Пирĕн интернат шкул шăпах çавăн пек ачасене пулăшу пама хатĕр. Кунта килекенсем, тĕпрен илсен, пурте пĕрешкел шайра. Паллах, пирĕн ачасен хушшинче те тĕрлĕрен вĕренекен пур. Программăна çăмăллатнă пулин те ăна кашниех тĕрлĕрен ăса хывать. Туятăр-и, вăтам шкулта вĕсене мĕн тери йывăр?

Чун пăшăрханăвĕсене ачасем психолога каласа параççĕ. Хăш чухне вĕсем килĕсенчен питĕ хурланчăк çитеççĕ. Эппин, унта темĕн пулса иртнĕ. Кун пек чухне вĕрентекен е воспитатель ачан чунĕнче мĕн пулса иртнине ăнкараймасан та пултарать, çавăнпа психологпа канашлани кирлех. Ача кашни çын умĕн- чех чунне уçма пултараймасть-çке. Чи кирли, ăна амантасран та асăрханмалла. Пĕр-пĕр ыйту çуралсан вара ачасем час-часах вĕрентекенрен сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Кама ытларах шанаççĕ, çавăн патне пыраççĕ.

— Тен, килĕсенче вĕсем юрату ăшшине питех туймаççĕ те пуль. Кунта килсен тÿрех ыталама чупаççĕ. Питĕ ырă чунлă ачасем. Мĕн пуррине тепринпе пайлама тăрăшаççĕ, — тет Светлана Геннадьевна. — Ашшĕ-амăшĕ те ачисене ăнланасса, малашнехи пурнăçне йĕркелеме пулăшасса шанас килет.

Кашни çыннăн чунĕнче кĕрешÿ пырать, вăл хăйне ĕнерхине çĕнтерсе ыранхине хатĕрлет. Çакна тепĕр çын ăнланмасть кăна. Пирĕн пурин те камран та пулин мар, ĕнерхи хамăртан лайăхрах, вăйлăрах, çирĕпрех пулма тăрăшмалла.

Çавăнпа та тепĕр çыннăн айванлăхĕн- чен куличчен шухăшлăр: унăн чунĕнче те сирĕнни пекех кĕрешÿ пырать-çке, апла эсир ăна ăнланма тивĕç.

Лариса ПЕТРОВА.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.