Водительсем кăмăллă

11 Апр, 2014

Çак куна Йĕпреç районĕнчи водительсем чылайранпа кĕтнĕ. Ара, машинăна бензинпа мар, çут çанталăк газĕпе çÿреттерес тесен вĕсен хальччен е Вăрнара, е Канаша çитмелле пулнă. Пĕри Йĕпреçрен 20, тепри 40 çухрăмра вырнаçнă. Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче водительсем çут çанталăк газне «Татнефть-АЗС Центр» пĕрлешÿн тăван район центрĕнчи станцире кĕтсе илнĕ. Хăйсен машинисене газпа «апатлантаракансем» халĕ кăмăллă.

Транспорта çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен станцире хальлĕхе 5 оператор ĕçлет. Икĕ çын газ тултарнă çĕрте тăрăшать. Тепĕр иккĕшĕ ку ĕçе Шупашкарта вĕренет. Ăсталăха алла илсен станцири ĕçлĕ йыш пысăкланĕ.