Лондона кам каяссине татса парĕç

1 Мар, 2017

Ыран, пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта тĕрев-куçав аппарачĕ аманнисем хушшинче Раççейри ăмăрту пуçланмалла. Сывлăх хавшаккине пăхмасăрах чире парăнманнисем çăмăл атлетика енĕпе тупăшĕç.

Раççей кубокĕпе первенстви Олимп резервĕн республикăри 3-мĕш спорт шкулĕн манежĕнче пуш уйăхĕн 2-4-мĕшĕсенче иртмелле. Старта 300-е яхăн спортсмен хутшăнмалла. Вĕсем 60, 400, 800, 1500, 3000 метра тупăшĕç, техника дисциплинисенче хайсен пултарулăхне кăтартĕç. Унта мала тухнисем пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене хутшăнĕç. Çĕнтерÿçĕсенчен йĕркеленĕ ушкăн тренировкăна Сочине тата Кисловодска тухса кайĕ. Раççей кубокĕнче ăмăртнине кура Тĕнче чемпионачĕ валли пĕрлештернĕ командăн йышне малтанласа палăртĕç. Пысăк шайри ăмăрту Лондонра иртмелле.

Сăмах май çакна та палăртмалла. Иртнĕ уйăхра IAAF канашĕн ларăвĕнче Раççейри çăмăл атлетсене Тĕнче чемпионатне хутшăнтармасси пирки йышăннăччĕ. Çăмăл атлетикăн пирĕн çĕршыври федерацийĕн представителĕсене допинг тавлашăвне пула старта тăма кăçалхи чÿк уйăхĕччен чарнă. Апла пулин те Раççейĕн хăш-пĕр спортсменĕ нейтраллă ялавпа пĕтĕм тĕнчери старта тухма ĕмĕтленнине "Новости" информаци агентстви иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче пĕлтернĕччĕ.

Рубрика: 

Комментировать