Конькипе чупакан Чăваш Ен каччи Раççейре çĕнтернĕ
Нумаях пулмасть Челябинскра коньки спорчĕн Раççейри первенстви иртнĕ. Унта пирĕн республикăн маттур яш-хĕрĕ те хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, çитĕнÿпе таврăннă.
Ăмăртăва республикăн Спорт министерствин Олимп резервĕн 2-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Анастасия Порфирьевăпа Тимур Карамов кайнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă çамрăк спортсменсем хушшинче пирĕн республика каччи çĕнтернĕ. Александр Никандров тренер патĕнче ăсталăха туптакан яш 500 метра чупассипе пĕрремĕш вырăна тухнă. 1000 метра тупăшнă чух вăл финиша пиллĕкмĕш çитнĕ. 1500 метра та Тимур япăх мар çĕннĕ: унта малти 20 çын ретне кĕнĕ. 3000 метра чупнă чухне вăл 30-мĕш кăтартупа палăрнă. Тăватă дистанцие пĕрлештерсе шутласан Тимур Карамов 67 спортсменран 21-мĕш вырăн йышăннă. Тимур Карамов Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкулта вĕренет. Республикăн физкультура тата спорт министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, конькипе тупăшакан Чăваш Ен спортсменĕсем ун пек çитĕнÿпе юлашки темиçе çулта палăрайман.
Комментировать