Венăсем тухсан

11 Апр, 2014

Венăсем сарăлса тĕвĕленнипе аптракансен тухтăр сĕнĕвне пурнăçланисĕр пуçне апата та питĕ уяса çимелле. Кулленхи рационра чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулмалла, мĕншĕн тесен унта юн тымарне çирĕплетекен витаминпа минералсем пур. Унсăр пуçне апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатаççĕ. Пахча çимĕç салатне рафинадламан тип çупа пĕрле çимелле – юн тымарĕсем пиçĕрех пулĕç. Анчах çакнашкал салата тăвар е пăрăç калаттарма кирлĕ мар, шыв ытларах ĕçме тивнипе юн пусăмĕ ÿсет, ахаль те ыратакан венăсем пушшех хĕн курĕç. Выльăх-чĕрлĕх çăвне те май пур таран сахалтарах е пачах усă курмалла мар. Вĕсем юн тымарĕшĕн сиенлĕ пулнипе пĕрлех мăнтăрлатаççĕ те. Самăр çыннăн венисем мĕнлерех шар курнине вара сире калама та кирлĕ мар.

Пахча çимĕçĕпе улма-çырлара С, А витаминсем тата фоли кислоти пур – хĕлле вĕсен хисепĕ сахалтарах, çапах та клетчатка, каротиноидсем пур. Лавккаран туянакан улма-çырлана лайăх çуса, хуппине шуратса çимелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.