- Чăвашла верси
- Русская версия
Колорадо нăррипе кĕрĕшетпĕр
•Çуркунне ир-ирех, лаптăкри тăпра ăшăнса çитсенех калчалантарнă çĕр улми тĕл-тĕл лартса тухмалла. Ун пек вырăна пухăннă нăрăсене пухса илмелле, пĕтермелле.
• Лартнă çĕр улми шăтса тухиччен темиçе кун маларах пахчара 1-2 витре çĕр улми хуппи купасене хурса тухмалла. Унта нăрăсем йышлăн пухăнсан вĕсене пухса илмелле, краççин хушса çунтарса ямалла.
• Çуркунне çĕр улми касăкĕсене пĕр талăк мочевина ирĕлчĕкĕнче тытмалла, ăмăр çанталăкра е каçа хирĕç лаптăка хурса тухмалла. Наркăмăшлантарнă илĕртмĕш çисе нăрă вилет.
Çак меслетпе кĕркунне те, çĕр улми пухса илнĕ хыççăн та усă курма юрать.
•Кĕлпе хутăш хатĕрленĕ армути ирĕлчĕкĕ, 150-200 грамм вĕттĕн туранă армутие пĕр стакан йывăç кĕлĕ хушмалла, вĕри шыв ярса 2-3 сехет лартмалла. Лайăх пăтратса сăрăхтармалла, çак шĕвеке çĕр улми тĕмĕсене пĕрĕхмелле.
• Çĕр улми кассисене купаланă хыççăн тĕмсен тавра 1 апат кашăкĕ йывăç кĕлĕ сапмалла.
Тĕмсем 15-18 см çÿллĕш ÿссен кĕлпе супăнь шывĕн хутăшĕпе пĕрĕхмелле. 1кг кĕле 10 литр шыва ярса 15 минут вĕретмелле. Ăна икĕ талăк лартмалла. 40 грамм хура супăнь теркăпа хырса хушмалла. Çак хутăша 10 литр шыв хушса шĕветмелле, тĕмсене пĕрĕхмелле.
• Çĕр улми тĕмĕсем /кассисем/ хушшине пĕрер ыхра шăлĕ лартса ÿстерни те колорадо нăррине хăратать.
• Çĕр улмипе юнашар нимĕç пăрçи /бобы/ акса ÿстерекен те нăрăсене хăратма пулăшать. Унсăр пуçне вăл çĕр улми тухăçне те ÿстерет.
•Колорадо нăррине пĕтермешкĕн помидор çеçкипе тунисен шывĕпе усă кураççĕ. Вĕсене тураса ăшă шывпа /1 килограмм тунасем пурçне пĕр витре шыв/ ярса лартмалла, 3-5 сехет лартмалла, лайăх пăтратмалла, сăрăхтармалла, 2 апат кашăкĕ шĕвĕ е 30-40 грамм ирĕлтернĕ хура супăнь хушмалла.
• Çĕр улмине темиçе кун лартнă çăра армути шывĕпе пĕрĕхмелле. Армутине витрен пĕрре виççĕмĕш чухлĕ илмелле, вĕри шыв ямалла. 2-3 кун лартнă хыççăн сăрăхтармалла, унпа çĕр улми лаптăкне пĕрĕхмелле.
• Ыхра шывĕпе усă курма пулать. 200 грамм ыхра папкисене е пуçĕсене илмелле, вĕтетмелле, 10 литр шывра лартмалла. Пĕрĕхес умĕн ирĕлчĕке 40 грамм хура супăнь хушмалла.
• Нăрăсем йышлă çăмарта хывнă вăхăтра çĕр улми тĕмĕсене аялти çулçисене хупламалла туса купални те пулăшать. Çакă ахаль лаптăкемпе танлаштарсан купаланă касăсене 70-80 процент чухлĕ ытларах хÿтĕлеме май парать.
• Кăларас умĕн пĕр-икĕ эрне маларах çĕр улми çеçкине çулса çунтарса яни нăрра хĕле хатĕрленес умĕн апат-çимĕçсĕр хăварать.
• Çĕр улми лартмашкăн уйăрнă лаптăка хура кĕркунне тарăн кăпкалатни тăпрара хĕл каçма вырнаçнă нăрăсене пĕтерме май парать. Унсăр пуçне кĕркунне те, хĕлле те лаптăка пĕрешкел виçепе кĕл сапни усăллă.
Комментировать