«Сирĕн таварсем пире кирлĕ»

20 Фев, 2017

Çапла каланă Куба Республикин Раççейри посолĕ

Шăматкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куба Республикин Раççейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Эмилио Лосада Гарсияпа курнăçнă.

Михаил Игнатьев икĕ республика çыхăнăвĕ çирĕппине, Посолăн Чăваш Енри визичĕ икĕ енлĕ хутшăнусене хушма хăват парассине палăртнă.

«Маншăн кунта килни пысăк чыс. Эпĕ республика çинчен нумай илтнĕ — тахçанах килсе курасшăнччĕ. Чăваш Ене пĕрре курсах юратрăм», — тенĕ Эмилио Лосада Гарсия. Вăл паянхи геополитика условийĕсенче республикăсен хутшăнăвĕсене аталантарни пушшех пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă. Посол палăртнă тăрăх — Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисен политики усăсăр, пачах тепĕр майлă — вăл çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне вăй парать.

«Эпĕ яланах Раççей тĕлĕшпе санкцисене хирĕç пулнă. Çав вăхăтрах вĕсем вăя кĕнĕ хыççăн эсир мĕнешкел ĕç тунине куратăп. Промышленноç чĕрĕлет, экономикăн мĕнпур секторĕ аталанать», — тенĕ вăл. Куба Посолĕ икĕ республика çыхăнăвĕсен стратеги пĕлтерĕшне хакланă. Енсем çак çыхăнусене аталантарас тĕллевлине çирĕплетнĕ.

Тĕлпулу хыççăн канашлу йĕркеленĕ. Унта вице-премьер — экономика аталанăвĕн ми- нистрĕ Владимир Аврелькин, культура, вĕренÿ министрĕсем Константин Яковлевпа Юрий Исаев, сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева хутшăннă.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Кубăпа çыхăннă тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 2016 çулта АПШн 250 пин долларĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Унăн шучĕпе, социаллă пурнăçпа экономика çыхăнăвĕсене анлăлатмалли пысăк майсем пур. Меллĕ çул-йĕрсен шутĕнче — машиностроени, промышленноç, энергетика, туризм, медицина тата вĕрентÿ. Михаил Васильевич кубинецсемшĕн Чăваш Енре вăйлă аталаннă электротехника кластерĕн, машиностроени комплексĕн, калăпăр, «Трактор завочĕсем» концернăн çĕнĕрен ĕçлесе каякан предприятийĕсен, ытти предприяти продукцийĕ интереслĕ пулассине палăртнă.

Эмилио Лосада Гарсия Чăваш Енри предприятисен продукцийĕ Кубăри энергоблоксен строительствинче, ытти проекта пурнăçланă çĕрте кирлĕ пуласси пирки иккĕленмест. Тракторсемпе лифтсен производстви ăна пушшех кăсăклантарнă. «Ку продукци пире кирлĕ», — çирĕплетнĕ вăл. Посол çавăн пекех икĕ ен сывлăх сыхлавĕпе фармацевтика, вĕрентÿре студентсене улăштарса илес енĕпе килĕштерсе ĕçлеме пултарасси пирки каланă. Хăна Михаил Игнатьева тата республика делегацине Гавана ярмăрккине пырса курма чĕннĕ, çакă тулашри суту-илÿ çаврăнăшне пысăклатма та пулăшĕ. Вăл Ирĕклĕх утравĕ çинче уйрăм экономика зонине туса хуни çинчен пĕлтернĕ — инвесторсемпе предпринимательсемшĕн çăмăллăх пур.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Посола тата Куба делегацине Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă экономика форумне йыхравланă. Эмилио Лосада Гарсия Шупашкарта чылай объекта çитсе курнă. Çав шутра Чăваш патшалăх университетĕнче пулнă, студентсене — пулас медиксене — мĕнле вĕрентнипе паллашнă. Андрей Александров ректор пĕлтернĕ тăрăх — паян ЧПУра 40 çĕршывран килнĕ 1 пин ытла студент вĕренет. «Чикĕ леш енчен килнĕ студентсем хăйсем каланă тăрăх — вĕсем Чăваш Ене суйласа илеççĕ, мĕншĕн тесен кунта пурăнма та, вĕренме те хăтлă», — тенĕ вăл.

«Çавра сĕтел» хушшинче Чăваш Енпе Кубăн аслă шкулĕсен ĕçтешлĕхĕн малашлăхне сÿтсе явнă.

Д.ВОЛКОВ

Комментировать