Тракторсем тăвакан заводăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене татса пама 3,7 млрд куçарса панă

16 Фев, 2017

Юлашки икĕ уйăх хушшинче тракторсем тăвакан заводăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене татса пама 3,7 млрд куçарса панă.  Кун пирки паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче вырнаçнă «Трактор завочĕсем» Концерн предприятийĕсем чăннипех те йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ ыйтăва республика Правительстви куçран вĕçертмен.  Хăш-пĕр политика партийĕнче тăракан депутатсем хăйсен авторитетне çăмăл майпа çĕклес тесе ыйтăва юриех çивĕчлетме тăрăшаççĕ. Кун пек хăтланни кăлăхах.  Вĕсем суя хыпар сарса çӳреççĕ, вăл вăхăтрах Правительствăра тăрăшакансем лару-тăрăва уçăмлатас тесе, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтăва татса парас тесе, кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлеççĕ.

«Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйту – яланах пире пăшăрхантарать. Вĕсем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Заводра 8,2 пин çын Чăваш Енрен ĕçлет. Пирĕн вĕсене йывăрлăхпа куçа-куçăн хăварма нимĕнле ирĕк те çук», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Тракторсем тăвакан заводăн шăпине Раççей Президенчĕ Владимир Путин кулленех тĕрĕслевре тытать. РФ Правительствин Председателĕ – ВЭБăн сăнав фончĕн председателĕ Дмитрий Медведев та ыйтăва куçран вĕçертмест. 2016 çулта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне йывăрлăх пирки ăнлантарса патăм», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Хальхи вăхăтра йывăрлăхран кăларма пулăшакан уйрăм ятарлă мерăсем йышăннине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче ВЭБ ятарлă ĕç планне çирĕплетнĕ.

- 2016 çулта раштав уйăхĕн вĕçĕнче ĕç укçин парăмне татма 675 млн куçарнă.

- 2017 çулта нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче 2,4 млрд  тĕллевлĕ кредит парса тивĕçтернĕ.

- 2017 çулта кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Концерн энергорессурсемпе пухăнса кайнă парăма 631 млн парса татнă. (Вăл мĕнпур парăмăн 50 проценчĕ шутланать).

Пĕтĕмĕшле юлашки икĕ уйăх хушшинче 3,7 млрд «Тракторные заводы» Концернăн йывăрлăхĕсене татса пама куçарнă.  

«Паянхи куна производствăна çĕнетсе вăй илтерсе ярас ыйту пирки калаçу пырать.  Таварсен çаврăнăшне ĕçлеттерсе яма 1,9 млрд кредит тивĕçтерме килĕшӳ тăваççĕ.  Кăçал февраль уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле ыйтăва пĕтĕмпех татса пама палăртатпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Экономика министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра завод 7 млрд ытла тенкĕлĕх таварсем калăплама палăртать, ĕç хучĕсене те алă пусса çирĕплетнĕ.

«Сире, ăнланманнисене, тепĕр хут калатăп,  «Тракторные заводы» Концерн предприятийĕсем панкрута тухасси пирки нимĕнле калаçу та пымасть.  Ыйтăва политика çине куçарма юрамасть, халăха суймалла мар. Предприятисем вăй илсе каясси куçкĕретех. Эпир яланах халăхпа тĕл пулсан тĕрĕс хыпарсене пĕлтеретпĕр. Çынсен прависене хӳтĕленĕ, малашне те хӳтĕлĕпĕр. Кам та кам политикăна хăйне евĕр тытса пырас тет, вĕсен ытларах хăйсен сăмахĕсене ĕçпе çирĕплетсе пама тăрăшмалла, ахăртнех суя хыпар çынсем хушшинче сарса çӳремелле мар», - çирĕппĕн асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Комментировать