Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

16 Фев, 2017

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хутшăннă.

 Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри представиелĕсем: Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Николай Казаков, «Качество повседневной жизни»  ĕç ушкăнĕн ертӳçи Игорь Дорофеев, регионти исполком ертӳçи Николай Косыев, «Социальная справедливость» ĕç ушкăнĕн ертӳçи  Елена Доманова, экологи йывăрлăхĕсене тата вăрмансене хӳтĕлессипе мониторинг йĕркелесе пыракан ĕç ушкăнĕн ертӳçи Владимир Михайлов, регионти штаб пайташĕ Евгений Селиванов, «Общество и власть, прямой диалог» ĕç ушкăнĕн ертӳçи, регионти штаб членĕ Владислав Солдатов.

  ОНФ пайташĕсене Михаил Игнатьев ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Эсир кирлĕ пек ĕç пурнăçласа пыратăр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă ыйтусене, хушнă ĕçсене тĕпе хурса регионсенче лару-тăрăва тимлесе пыратăр, вăхăтра кирлĕ сĕнӳсем пама тăрăшатăр», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени актуаллă ыйтусене вăхăтра татса пама май панине асăннă регион Ертӳçи.

Николай Казаков хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ ОНФ членĕсемпе тĕл пулни ырă йăлана кĕнине асăннă, Михаил Игнатьева Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Организацийĕн председателĕн çумĕ ОНФ регионти штабăн ĕç кăтартăвĕсем пирки каласа панă.

 Канашлăва пухăннисем ГУП ЧР «Чувашавтотранс» лару-тăрăвĕ пирки те сăмах пуçарнă. Сăмаха май, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем пирки, «Этническая Чувашия» проект шăпи çинчен, патшалăх туянăвĕсем пирки те чарăнса тăнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Чувашатотранса» республика хыснинчен субсиди мелĕпе финанс тĕлĕшĕнчен пулăшупа тивĕçтернине пĕлтернĕ.  «Субсиди куçнипе кăна предприятине ура çине тăма хĕн. Оптимизаци йĕркелемелле. Пурлăхсен хăш-пĕр пайне сутма та тивĕ», - тенĕ вăл. 

Республика Пуçлăхĕ ФОКсене халăх çӳренипе çӳременнине, «Этническая Чувашия» объектăн строительство ĕçне те кулленех тĕрĕслесе тăма сĕннĕ ОНФ пайташĕсене.  Калаçăва пухăннисем медицина пулăшăвĕ пирки те чарăнса тăнă.

«Социальная справедливость»  ĕç ушкăнĕн ертӳçи Елена Доманова йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки каласа кăтартнă. Вăл эмелсен хакĕсем, кадрсен ыйтăвĕсем, оптимизаци йĕркелени çинчен сăмах пуçарнă.

 Регионти штаб членĕ Евгений Селиванов ФОКсем пирки каласа кăтартнă. Районсенче ФОКра ĕçлекенсене аттестаци витĕр кăларма сĕннĕ, тухăçлă ĕçлемен ертӳçĕсен ĕçĕсене тимлĕн тишкерме каланă. Палăртнă шухăшпа килĕшсе, Михаил Игнатьев бюджет укçипе тухăçлă ĕçлемеллине çирĕп асăрхаттарнă. Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинче пăхса тухнă ыйтусене çирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă. «Эпир пурте Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕлетпĕр. Пĕрле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса паратпăр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕсене тулин тивĕçтерессишĕн ĕçлетпĕр, халăх сĕнĕвĕсене яланах шута илсе ăша хывса пыратпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Комментировать