Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Каçал ен районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

15 Фев, 2017

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Каçал ен районĕнче пулнă.

Михаил Игнатьев Каçал ен салинче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, сумлă ентешĕмĕре, Каçал енĕн хисеплĕ гражданинне Ревокат Моисеева 95 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă. Тăван çĕршыва хӳтĕлесе, тăшмана хирĕç çапăçса паттăрла ĕçсем тунăшăн ăна тав тунă.  Вăрçă ветеранĕ хăйĕн тумхахлă çулĕсем пирки каласа кăтартнă.   «Эпир вăрçă вăхăтĕнче те вăрçă хыççăн та сахал мар асап тӳснĕ. Пирĕн ачасен тата мăнукăмăрсен йывăрлăха тӳсмелле ан пултăр, вĕсен пурнăçĕ телейпе çеç тултăр», - тенĕ вăл. Ревокат Моисеев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çыхăну уйрăмĕнче, телефонист пулса ĕçленĕ. Паян палăртма кăмăллă, сывă пурнăç йĕркине хапăл тусах йышăнать вăл, спортпа туслă, йĕлтĕрпе ярăнма юратать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи пирĕн салтаксен паттăрлăхӗ, паян та тă­рăшса ӗҫлеме, тăнăçлăхпа ырăлăх тата тĕрӗслĕх идеалӗсемпе çу­нат­лан­са Тăван çӗр­шы­ва чунтан парăнса тăма хавхалантарнине, çамрăк ăрăва пат­­риотла воспитани парса ӳстерме пулăшнине каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Каçал ен  районĕн ертӳлĕхĕпе Алексей Самаркинпа тата Хасиятулла Идиатуллинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем çурт-йĕр строительствин ыйтăвĕсене, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырасси çинчен тĕплĕн канашланă. 

 2016-мĕш çулта пурăнмалли çурт-йĕрсем тăвассипе йышăннă ĕç планне тулли пурнăçлайман муниципалитет. Алексей Самаркин, нумай хваттерлĕ икĕ çурта вăхăтра хута яманнине пĕлтернĕ. Кăçал çак ĕçе çуркунне тĕпрен вĕçлеме тĕллев лартнине асăннă.   Сăлтавĕсем те çук мар, халăх çуртсене регистрацилесшĕн мар. «Çак чăрмавсене лайăх пĕлсе тăратпăр. Кун пек çынсене вăхăтра тупса палăртас ыйтăва та кун йĕркинчех тытатпăр.  Кăçал ыйтăва вырăнтан хускатса, кăтартусене ӳстерме палăртатпăр», - тенĕ Алексей Самаркин.

Пĕлтĕр муниципалитетра пурĕ инвестициллĕ 11 проект пурнăçа кĕртнĕ. Халăх валли çĕнĕ 35 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.  Кăçал тата та çĕнĕ 10 проект хута ярасшăн, çынсене валли 25 ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă. Кун пек ĕçсене çулталăк маларах хатĕрлеме пуçламаллине каланă республика Пуçлăхĕ. «Производствăсем хута ярасси, çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлесси – тĕп ыйтусем шутланаççĕ. Çамрăксем ялах юлччĕр тесен, вĕсене те пысăк технологиллĕ ĕçсемпе тивĕçтерессишĕн çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйту та кун йĕркинчех тăмаллине асăннă. Федераци тата республика хыснинчен пулăшу илме май пур, кирлĕ пек ĕç хучĕсене вăхăтра йĕркелеме ыйтнă республика Ертӳçи. 

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕпе Алексей Самаркин паллаштарнă.  Чи пахи, пысăк çитĕнӳ - муниципалитетра усă курăнман çĕр лаптăкĕсем пачах та пулманни. Çĕрпе вăхăтра тата пĕлсе усă курнине кура, халăхăн ĕç укçин виçи те ӳссех пырать, юлашки икĕ çул хушшинче кăтарту 34 процент хăпарнă. Районта вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрни те куçкĕретех. Пĕлтĕр района  медицина пайне ĕçлеме 18 çамрăк килнĕ. Кăçал Каçал ен районĕнче икĕ ФАП уçма палăртса хунă.  Демографи лару-тăрăвĕ те кун йĕркинчех.  Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме план тунине, ача çураласлăхĕн кăтартăвне ӳстерме палăртнине пĕлтернĕ вырăнти ертӳçĕ. «Пурсăмăрăн та лайăх ăнланмалла, Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕ, вăйĕ ачасенче пулнине. Амăшĕсене, ачасене хӳтĕлесси – тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать, пĕрремĕш вырăнта тăрать», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Районăн хăш ыйтусемпе ытларах ĕçлемеллине асăрхаттарса хăварнă. Çĕрсемпе, куçман пурлăхсемпе туллин усă курма, налуксене те вăхăтра пуçтарма каланă.

 Кăçал культура аталанăвне сахал мар укçа-тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ республика Ертӳçи. Муниципалитетра тăватă культура çуртне хăпартса лартма палăртнă.

 Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев вырăнти халăха тăван çĕре юратса ĕçленĕшĕн тав тунă. Яланхиллех хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Комментировать