Тĕп тивĕç – халăх интересĕсене хÿтĕлесси

14 Фев, 2017

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерекен координаци канашлăвĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта 2016 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç.

 Чăваш Енре халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине яланах пысăка хунă. Паян та право хуралĕн органĕсем ку енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. «Левада-центр» тĕпчевĕсем те Чăваш Республикинчи полицин ĕçĕ- хĕлĕ тухăçлине, çынсем пакунлисене шаннине çирĕплетеççĕ. Ку кăтартусемпе пирĕн республика Раççейре 12-мĕш вырăнта. Чăваш Енри йĕрке хуралçисем пĕлтĕр ăнăçлă ĕçлени РФ ШĔМ Чăваш Республикин полици пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Николаев ларура тунă докладран та аван курăнчĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, республикăра пре-ступленисен шучĕ самай чакнă. 2015 çулхинчен — 11,8 процент сахалрах. Преступленисене уçса парасси 64,2 процент ÿснĕ. Ку кăтарту Раççейри тата Атăлçи округĕнчи цифрăсенчен чылай пысăкрах. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса парассипе вара Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

— Надзор тытăмĕн органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк çитĕнÿсем тума май парать, — терĕ А.Николаев полковник. — Профилактика ĕçĕ çул çитменнисем, маларах та судпа айăпланнисем тăвакан, вăрлассипе, хваттерсене çаратассипе, ятарласа чĕртсе çунтарассипе, хĕрарăмсене мăшкăллассипе çыхăннă преступленисен шутне чакарма пулăшрĕ. Анчах, шел те, юлашки вăхăтра Интернетпа усă курса улталасси, банк карттисем çинчен укçа вăрласси вăйланчĕ.

Общество вырăнĕсенче, урамра йĕркене пăснă тĕслĕхсен анализĕ çынсем преступленисене чылай чухне ÿсĕрле тунине кăтартать. Эрех-сăрана виçесĕр ĕçнипе кĕрешсен те «симĕс çĕлен» вăйне пусарма май килмест- ха. Градуслă шĕвекпе минренĕ çынсем пĕлтĕр 4363 преступлени тунă. Ку кăтарту малтанхи çулхи шайрах упранса юлнă.

— Çынсемпе ытларах ĕçлемелле, вĕсене эрех-сăра сиенĕ пирки витĕмлĕрех ăнлантармалла. Преступленисен пысăк пайĕн сăлтавĕ, куратпăр ĕнтĕ, çын ÿсĕр пулнипе çыхăннă, — палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Унтан вăл республикăра алкоголь продукцине сутнă чухне саккуна мĕнле пăхăннипе кăсăкланчĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулта 20 яхăн организацин, халăхра «разливайка» ят илнĕскерсен, алкоголь сутма ирĕк паракан лицензине чарса лартнă.

— Вĕсене пурне те сăнаса тăратпăр. Хăшне-пĕрне хупрăмăр, теприсен пурлăхне туртса илнĕ. Çав вăхăтрах саккунран пăрăнса иртме тăрăшакансем те тупăнаççĕ. Йĕркене пăснине асăрхасан çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр, — терĕ министр. Михаил Игнатьев саккуна пăхăнман организацисене çирĕпрех явап тыттарма ыйтрĕ.

Обществăри йĕркелĕхе тытса тăрас, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, саккуна пăсассине чакарас тĕллевпе республикăра темиçе çул каялла «Хăрушлăхсăр хула» проект ĕçлеме пуçланăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн Шалти ĕçсен министерствин территори органĕсен дежурнăй чаçĕсемпе çыхăнтаракан 2479 видеокамера тата полиципе хăвăрт çыхăнма май паракан 30 комплекс вырнаçтарнă. Проектăн усси куçкĕрет: пĕлтĕр çак система пулăшнипе 28 преступление уçса пама, административлă йĕркене пăснă 1291 тĕслĕхе тупса палăртма май килнĕ.

Михаил Игнатьев Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче йĕркелĕхе сыхлассипе çыхăннă ыйтăва та хускатрĕ. Шупашкар хула администрацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх — хальхи вăхăтра çуртсен 10 процентне кăна видеосăнав тытăмĕпе тивĕçтернĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх — хула камерăсене софинансировани мелĕпе вырнаçтарма хирĕç мар, анчах çынсем пуçарулăхпа палăрмаççĕ-ха.

— Пурлăха, пурнăçа сыхă упрасси чи малтан граждансенчен хăйсенчен килет. Хула çыннисене ку енĕпе тимлĕ пулма, хăйсене, ачисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе яваплăрах пулма ыйтатăп. Картишсенчи видеосăнав тытăмĕ преступленисемпе кĕрешмелли питĕ тухăçлă мел, — палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Республикăра право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе РФ Следстви комитечĕн следстви управленийĕ те курăмлă ĕçлет. Управлени ертÿçи Александр Мигушов пĕлтернĕ тăрăх — пĕлтĕр граждансенчен çĕр ытла пĕлтерÿ йышăннă. Ку хисеп малтанхи çулхинчен /79 хыпар/ икĕ хута яхăн ытларах. Уголовлă ĕçсен шучĕ те 11-тен /2015 çулхи кăтарту/ 19-а çити ÿснĕ. «Апла тăк граждансем пушă сăмах пĕлтермеççĕ. Вĕсем каланă хыпар тăрăх ирттернĕ тĕрĕслевсем вăл е ку çын саккуна пăснине çирĕплетеççĕ», — терĕ А.Мигушов.

Право хуралĕн тата контрольпе надзор органĕсен тепĕр ĕç-хĕлĕ вăл — граждансене вăхăтра шалу тÿлессине тивĕçтересси. Шел те, паян тар кăларса ĕçлесе илнĕ укçана алла тытайманнисем те чылай-ха — 27 пине яхăн çын. 2016 çулта инспекци граждансенчен шалăва вăхăтра паманни çинчен 1309 пĕлтерÿ йышăннă. Виççĕре яхăн тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн ĕç укçи çинчен калакан саккуна пăснă 900 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Çавна май предприяти-организаци ертÿçисене 14 миллион ытла тенкĕлĕх штрафланă. Икĕ-виçĕ уйăх шалу паманшăн уголовлă тăватă ĕç пуçарнă.

Тĕпрен илсен, шалăва вăхăтра парайманнисен шутĕнче панкрута кăлармалли ĕç-хĕл пыракан предприятисем. Владимир Аврелькин министр çирĕплетнĕ тăрăх — çитес вăхăтра лару-тăру лайăх енне улшăнмалла. Предприятисем пурлăхне сутса, ытти çул-йĕрпе усă курса шалу, налук парăмĕсене татассине пĕлтереççĕ. Вăхăтра шалу парайманнисен шутĕнче, ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, республика бюджетĕнчен укçа илсе тăракан организацисем çук.

— Çынсене тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе илнĕ шалăва вăхăтра памалла. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен тĕрлĕ майпа пăрăнма тăрăшакансемпе пирĕн вирлĕ кĕрешмелле. Граждансен прависене вăхăтра хÿтĕлес тесен лару-тăрăва сăнасах тăмалла. Панкрута тухас хăрушлăх пуррине асăрхасан ĕç коллективĕсемпе тĕл пулмалла, çивĕч ыйтусене сÿтсе явмалла, — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Валентина БАГАДЕРОВА

Рубрика: 

Комментировать