Завод аталану çулĕпе утать

14 Фев, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун «Чăвашкабель» завод» АО гендиректорĕ Игорь Кортуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Предприяти ертÿçи завод аталанăвĕпе паллаштарнă: унта ĕçлекенсем çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртеççĕ, инвестиц и проекчĕсене ăнăçлă пурнăçлаççĕ. «Чăвашкабель» туса кăларакан продукцин çурринчен ытла пайĕ оборонăпа промышленноç комплексĕ валли каять. 2016 çулта предприяти 848 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. «Саккассем пур. 2017 çулта тиесе ăсатнă продукцин 3 миллиард тенкĕлĕх калăпăшĕн шайне çĕкленме палăртатпăр», — тенĕ Игорь Кортунов.

Предприятире 800 ытла çын ĕçлет, вăтам ĕç укçи — 30 пин тенке яхăн. Çав вăхăтрах кадрсен дефицичĕ те пур — 50 çын патнелле кирлĕ. «Эпир хамăр çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлатпăр, малалла аталанма хатĕр», — тенĕ гендиректор. Михаил Игнатьев завода — çирĕппĕн аталанма, коллектива ĕçре çитĕнÿсем суннă. Игорь Кортунов республика ертÿçине пурăнмалли çурт-йĕр строительствин инвестици проекчĕсемпе паллаштарнă.

Тĕлпулăва çавăн пекех строительство министрĕ Владимир Михайлов, экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Инна Антонова, «Система консолидацийĕн компанийĕсен ушкăнĕ» АОн ĕç тăвакан директорĕ Андрей Тимофеев хутшăннă.

Рубрика: 

Комментировать