«Йÿнĕ» авторитет, паттăр Калиниченко тата ытти çинчен

13 Фев, 2017

Пассажирсене илсе çÿрекен автотранспорт предприятийĕсен ĕçченĕсем вăхăтра шалу илейменнине кура иртнĕ эрне чăннипех шавлă пулчĕ. Вĕсем ĕçе тухма килĕшменни пирки центрти телекурав та хыпарларĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ку ыйтуран пăрăнса иртмесси паллăччĕ ĕнтĕ. Çакă тÿрре тухрĕ — канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуçличчен Михаил Игнатьев «Чăвашавтотранспа» çыхăннă темăна та çĕклерĕ.

Ĕç укçипе çыхăннă вун-вун миллион тенкĕлĕх парăма бюджет субсидийĕпе татма йышăннипир-киэпир пĕлтернĕччĕ. Çивĕчыйтăва татса парассишĕн Иван Моторин премьер яваплă — тивĕçлĕ йышăнусем пулĕç. Республика Пуçлăхĕ вара уйрăм самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ Шу-пашкартиавтотранспорт предприятийĕнче директор ĕçлекенсен шалăвне 1,5 хут пысăклат-маллихушăва алă пуснă-мĕн. Парăм капланнине çакă та витĕм кÿнине систерсе Михаил Игнатьев тÿррĕнех каларĕ: «Директор çапла туса йÿнĕ авторитет çĕнсе илес тенĕ. Анчах ĕç укçине пысăклатмашкăн предприятиĕçлесе илекен укçана ÿстермелле. Çавăнпа та асăннă хушусене пăрахăçламалла». Паллах, кутранспорт ĕçченĕсене килĕшессииккĕленÿллĕ...

Ĕç тăвакан влаç органĕсем республика бюджечĕ валлисубсидисем илмешкĕн федерацитытăмĕсемпе килĕшÿсем тăвас енĕпе мĕнле ĕçлениçинчен Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин каласа пачĕ. Мускавран укçа илмеллиçавкилĕшÿсене пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен алă пусмалла. Вăхăт нумайюлмарĕ, эппин, хатĕрленÿ ĕçне çак кунсенчех вĕçлемелле. Нарăсăн 10-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх продуктивлăхне ÿстермеллитата муниципалитетсен культу-ра çурчĕсене аталантармалликилĕшÿсене кăна алă пуснă. Пĕтĕмпе вара çавнашкал документсем тăватă теçеткене яхăнах. Хăшпĕр министерство килĕшÿсене вăхăтра алă пусас енĕпе пăшăрханупур — ĕçе хăвăртлатмаллипиркиасăрхаттарчĕç.

Информполитика министрĕ Александр Иванов республикăра электрон правительствипе усă курса патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшуĕçĕсене кÿмеллипрограммăна пурнăçланипе çыхăннă ĕçпе паллаштарчĕ. Асăннă сферăра электрон правительствин пĕлтерĕшĕ-уссипысăкланса пыникуçкĕрет — пулăшуĕçĕсене ун урлă илекенсен шучĕ ÿссех пырать. Пĕлтĕр çак йыш пулăшуыйтнисен пĕтĕмĕшле шучĕн 50% танлашнă. 2018 çулта регионăн çак пулăшуĕçĕсене кÿмеллипорталĕ çĕршывшайĕнчиПĕрлехипортал тытăмне кĕрĕ. Унччен электрон правительствипе туслисен йышне майпур таран пысăклатма тăрăшмалла. Апла тăк çынсене унпа усă курма вĕрентессиçинчен те манма юрамасть. Хальлĕхе Патшалăхăн пулăшуĕçĕсен пĕрлехипорталĕнче Чăваш Енре пурăнакансен 36,7% регистрациленнĕ — пысăк кăтартутееймĕн. Кукăтартупа Чăваш Ен Раççейрисубъектсен хушшинче 30-мĕш вырăнта.

Çак тытăм меллĕ пулнивара иккĕленÿсĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ, Александр Ивановк алашле, «патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшуĕçĕсене çын пĕр хут илнĕ хыççăн малашне те çавпорталпах усă курать». Мĕншĕн тесен пулăшуĕçĕн пахалăхĕ пысăк, ĕç хăвăрт пулать. Хăшпĕр тĕслĕхре — йÿнĕрех те. Тĕллевпаллă: кашнигражданин чиновниксемпе курнăçмасăрах тивĕçлĕ пулăшуĕçĕпе усă курма пултартăр.

Çак ĕçре влаç тытăмĕсен хушшинчиэлектрон çыхăнăвне аталантарните пулăшмалла. Чăваш Енре тивĕçлĕ электрон тытăмĕпе ĕç тăвакан влаçăн 18 органне, 26 районпа хулана тата 291 ял тăрăхне çыхăнтарнă. Çаввăхăтрах чылайял тăрăхĕ федерацитытăмĕсем электрон мелĕпе яракан ыйтусене те хут çырса хуравлать-мĕн — куйăларан хăтăлмалла.

Михаил Игнатьеввара граждансене паспорт, водитель удостоверенийĕ парассите электрон йĕркиçине куçниçинчен аса илтерчĕ. Шел те, нумайфункциллĕ центрсем çак ĕçе пурнăçлама хатĕр мар иккен. Калăпăр, ятарлă сейфсем пулмалла — вĕсем çук. Унсăрăн Шалтиĕçсен мини-стерствиасăннă ĕçе пурнăçлама пултараймасть. Çавăнпа та Михаил Васильевичхайхицентрсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме хушрĕ. Муниципалитетсен укçа çитмест тĕк — республика бюджетĕнчен пулăшма та хирĕç мар.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин çывхарса килекен сумлă форумсенче Чăваш Енĕн экономикăпа инвестиципрезентацийĕсене ирттерессиçинчен каласа пачĕ. Çавнашкал форумсен шутĕнче — ют çĕршывсен посольствисен ертÿçисен клубĕн Мускавра нарăсăн 16-мĕшĕнче иртмеллиларăвĕ. Унта федерациминистрĕсем те пулаççĕ — хамăра кăтартма пулать. Инвестицисем тенĕрен, Михаил Игнатьевинвесторсен те яваплăха туймаллипиркиасăрхаттарчĕ. Балтика пир-авăр компанийĕн ĕçĕпе паллашнă майунтиĕç укçипĕчĕккишĕн кăмăлсăрланнине те пытармарĕ: 15-16 пин тенкĕ — ун чухлĕ кăна пулмалла мар.

Хамăр патра туса кăларакан продукциассортиментне анлăлатмаллипирките сăмах пулчĕ. Калăпăр, çĕнĕ шкулсем тăватпăр — вĕсене сĕтел-пукан та, ыттите кирлĕ. Чылайчухне ютран кÿме тивет. Нумайăшне хамăр хатĕрлеме пултаратпăр вĕт. Вăл Раççейвĕренÿ министерствин сайтне кĕрсе пăхма сĕнчĕ: вĕренÿ заведенийĕсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрĕн списокĕ питĕ вăрăм — 1,5 пин ят! Çакăнпа та усă курмалла.

Канашлушăматкунхи«Йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Унта пирĕн корреспондент пулнă та — унăн статйинче тĕплĕн вуласа пĕлĕр. Çапах канашлура палăртнă хăшпĕр саманта та асăнса хăварам. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ. Апла пулин те Михаил Игнатьевăн Шупаш-картитĕпчупупиркисĕнÿсем пулчĕç. Чималтанах ăмăртăва йĕркеленĕ вырăн тивĕçтермест. Шупашкар аэропорчĕ патĕнче — уçă вырăн, унта юр тытăнса тăмасть. Юра бульдозерпа тĕртме тивнине кура хăшпĕр çĕрте вăл тăпрапа хутăшать — йĕлтĕр йĕрĕ апла пулмалла мар. Эппин, вăр-манлă вырăн кирлĕ — илемлĕ çут çанталăк, лăпкă, юр нумай... Тĕпхула влаçĕсене çакăн пир-кишухăшласа пăхма сĕнчĕ. Çавйĕлтĕр йĕрĕпе Раççейшайĕнчичупувăхăтĕнче кăна мар, ыттичух та усă курма майпултăр.

Тепĕр енчен, аэропорт патне машинăсемпе пыма кансĕр. Кухутĕнче 2,5 пин вырăнлăх стоянка йĕркеленĕ-ха — пушă вырăнсем те пулнă, анчах унта пымаллиçул ансăр, кĕрсе тухассичăрмавлă. Çавăнпах шалтиĕçсен министрĕ Сергей Неяскин йĕлтĕрçĕсене унта пассажирсене илсе çÿрекен транспортпа илсе пырассине йĕркелеме сĕнчĕ — çапла тусан çăмăл машина сахалрах пулĕ. Тепĕр çул çак сĕнĕве те шута илĕç.

Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко вара паттăр ятне тивĕçрĕ. Вăл чупăва Çĕнĕ Шупашкарта мĕнле йĕркеленипиркикаласа пачĕ те — хăйте чупăва хутшăнса кăçал пуçласа йĕлтĕр çине тăниçинчен пĕлтерчĕ. Анчах финиша чупса çитме хал çитереймен иккен — çакна хăййышăнчĕ. Çук, зала пухăннисем кулкаласа илчĕç пулин те шăл йĕрес текенсем тупăн-марĕç. Михаил Игнатьевта кăмăллăн палăртрĕ: «Йĕлтĕр çине тăниех — паттăрлăх!»

 

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: 

Комментировать