Инкубатор - хамăр алăпа

9 Фев, 2017
Килте инкубатор туса чĕпĕ кăларасшăн. Ансат инкубатор ăсталама вĕрентеймĕр-ши?
Михаил Кольцов.
Муркаш районĕ.

Килте инкубатор хатĕрлесси кăткăс, тăкаклă ĕç тесе шухăшлама хăнăхнă. Тĕрĕссипе, ăна пит тăккаланмасăрах ăсталама пулать. Тăрăшсан вара çăмартасене вăхăт-вăхăт хăй тĕллĕн çавăракан, температурăна кирлĕ режимра тытакан инкубатор та тума пулать.

Инкубатора килте хăвна кирлĕ калăпăшпа тума май пур. Унти температурăна кирлĕ виçере тытни пĕлтерĕшлĕ. Нӳрĕклĕх, температура ытларах пулсан çăмартасем путланса пăсăлаççĕ.

Инкубаторăн чи курăмлă пайĕ — кăшкар. Вăл ăшă лайăх тытакан материалтан пулмалла, шалти температура выляса тăмалла мар.

Кăшкара фанертан, пенопластран, телевизор курупкинчен, картон курупкана икĕ хут лартса е кивĕ холодильникран ăсталаççĕ. Унта çăмарта лартмалли шăтăклă лотока рейкăсемпе тăваткалласа, тĕпне сетка тыттарса хатĕрлемелле. Инкубатора ăшăтма ытларах чухне 25 Вт лампочкăсене усă кураççĕ. Инкубатора пысăкрах тăвас тесен лампочкăсем нумайрах кирлĕ. Шалти температурăна ахаль термометрпа сăнаса тăмалла е датчиклă электрон терморегуляторпа тивĕçтермелле. Инкубаторта сывлăш пăчăхасран вентиляци кирлĕ. Пĕчĕк инкубатора кăшкарне шăтарни те çитет. Холодильник кăшкарне инкубатор валли усă курас тесен икĕ вентилятор лартмалла — çӳлте тата аялта. Вентиляторсем сывлăша хăваласа ăшша пĕр хумлăн çавăрттарса тăрĕç.

Пенопластран ăсталамалли меслетпе паллаштарăпăр. Пенопласт — хаклă мар, çăмăл, ăшă лайăх тытакан материал. Инкубатор тума кирлĕ пулать:

50 мм хулăнăш икĕ листа пенопласт, скотч, çилĕм, 25 Вт лампочкăсем — 3 шт., терморегулятор, çăмарта хумалли лоток, шыв савăчĕ, пысăкрах кăшкарлă хатĕрлес тесен — вентилятор.

Ĕç йĕрки. 1 пенополистирол листине 4 пĕр пек пая пайламалла. Вĕсем инкубатор стенкисем пулĕç. Иккĕмĕш листана малтан çурмалла тататпăр, пĕр çуррине тата 2 пая пайлатпăр. Пĕр пайĕн анлăшĕ — 60 см, теприн — 40 см. 40 х 50 см листа курупка тĕпĕ пулать, 60 х 50 см — хупăлчи /алăкĕ/. Алăкĕ çине 13 х 13 см чӳрече касмалла, ун куçне кантăкран е пластикран лартмалла.

Пĕрремĕш листан пайĕсене çилĕмпе çыпăçтарат­пăр. Çилĕм типсен 40 х 50 см татăка çилĕмпе сĕретпĕр те хашакăн тĕпне кĕртсе лартатпăр, типĕтетпĕр. Унтан курупка çирĕпрех пултăр тесе йăлтах скотчпа çыпăçтарса çавăратпăр.

Курупка тĕпне çăмарта лотокĕсене лартма «урасем» кирлĕ. Ăна та пенополистиролтан хатĕрлемелле. Çӳллĕшĕ 6 см, сарлакăшĕ 4 см пăрăссем çителĕклĕ. Вĕсене курупкан вăрăм енне /50 см/ çыпăçтаратпăр. Кĕскерех енне тĕпĕнчен 1 см çӳлерех 12 мм виçĕ шăтăк шăтармалла. Пенополистирола çĕçĕпе касма кансĕртерех — тĕпренет. Шăтăксене паяльникпе хĕртсе шăтарсан аванрах.

Курупка хуппине хĕррисемпе пенополистирол хăйăсем 2 х2 см çыпăçтарса тухмалла. Вĕсем курупка ăшне тачă кĕрсе тăмалла. Хупăлча çине çиелтен датчиклă терморегулятор çирĕплетмелле, датчик çăмартасенчен 1 см çӳлерех тăмалла. Ун шăнăрĕ валли листана пăшатанпа шăтарма пулать. Çăмарта лотокне стенасем хушшине 4-5 см хăварса лартмалла. Хушăк сывлăш çӳреме кирлĕ. Вентилятор лартсассăн çил хумне çăмарта çине вĕртермелле мар — типсе кайма пултараççĕ.

Инкубаторти çăмартасем пĕр тикĕс ăшăнса тăччăр тесен вĕсене вăхăт-вăхăт çавăрмалла. Çăмартасем сахал пулсан вĕсене алăпа çавăрма пулать. Пысăкрах инкубаторсем валли çавăракан механизм кирлĕ. Автоматла çавăракан лотоксене ятарлă лавккасенче туянма пулать. Кашни лотока хăш вăхăтра çавăрмаллине таймерпа йĕркелемелле.

Ăшăтакан лампочкăсемпе çăмартасен хушши 17 сантиметртан кая мар пулмалла. Лампочкăсенчен ăшă пĕр пек салантăр тесен шăтăклă фольгапа усă курма пулать.

Инкубаторти çăмартасене пĕр пек ăшăтса тăмала, пĕр пысăкăш çăмартасем хумалла. Кăлтăклă çăмартасене — ытлашши тăсмак е пысăк, тикĕс мар — хумалла мар. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен виçĕ эрне тĕлне кăпăшка чип-чипсем çăмартана шаккаса тухма тытăнĕç, çак вăхăтра инкубатора сăнасах тăмалла, час-часах уçăлтармалла. Тухнă чĕпĕсене инкубатортан илсе ăшă çĕре куçармалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.