Кил ăшши
Çемье — тăнăçлăх вучахĕ. Çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк чунăн çывăх çынсен хӳттине, ăшшине туйса, ырă йăла-йĕркене ăша хывса çитĕнмелле. Ача пурнăçра мĕнле çул çине тухасси тăван кил хăтлăхĕнчен, çемьери хутшăнусенчен те нумай килет. Кил ăшши — атте-анне. Вĕсем пурри — чи пысăк пуянлăх. Ачан пурнăçĕ амăшĕнчен пуçланать. Анне… Вăл чи çывăх çын. Анне кирлĕ вăхăтра ырă сĕнӳ, канаш пама пултарать. Инкекре пулăшу аллине тăсать. Анне пуртан тавралăх та илемлĕрех курăнать, пурнăç çине те ăшă куçпа пăхатăн.
Пирĕн асаннепе асатте пилĕк ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсен виççĕмĕш ывăлĕ — пирĕн атте, ăна Алексей Анатолиевич тесе чĕнеççĕ, вăл 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Энтепери вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн атте Шупашкарти 23-мĕш училищĕре электрик профессине алла илнĕ, трактор тăвакансен заводĕнче ĕçленĕ. 1988 çулта çар ретне тăнă, раштав-çу уйăхĕсенче Белоруссире вĕренӳре пулнă, ун хыççăн Новосибирскра службăра тăнă, ракетчик пулнă. Салтак тивĕçне чыслă пурнăçланăшăн ăна отпуска та янă. Сержант, ун хыççăн отделени командирĕ пулнă. 1990 çулхи раштав уйăхĕнче киле таврăннă. Салтак хыççăн çичĕ уйăх Петропавловск-Камчатский хулинче пулă тытнă çĕрте ĕçленĕ. Тинĕс асамлăхĕ пирки пире атте хавхаланса каласа парать, тунсăхлани халĕ те сисĕнет. Ун хыççăн атте ялта тĕпленнĕ. Асаннене пĕччен йывăр-çке, кил-çуртра пулăшакан та кирлĕ. Атте колхоза ĕçе кĕнĕ, 1995 çултан пуçласа хуçалăхсем саланса кайичченех электрикре вăй хунă. Колхозра çеç мар, ял çыннисене те тĕрлĕ пулăшу панă вăл. Халĕ Мускава ĕçлеме çӳрет.
Аттепе анне пĕр шкултах вĕреннĕ, анне аттерен пĕр çул кĕçĕнрех. 1995 çулхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Кивĕ Арланкассинче çуралса ӳснĕ Алексей Анатолиевич Вениковпа Энтепе хĕрĕ Галина Васильевна Садовникова чаплă туй кĕрлеттернĕ. Анне вăл вăхăтра чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсе Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра анне Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта вăй хурать. Ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать, «Çамрăк таврапĕлӳçĕ» кружок ертсе пырать. Тăван ен культурипе, йăли-йĕркипе, пултаруллă çыннисемпе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсем çырса шкул ачисемпе тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, çĕнтерӳçĕсемпе призерсем пулаççĕ. Вĕрентекен хăй те наукăпа практика конференцийĕсене, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Пирĕн анне çĕр çинчи чи-чи çепĕç, тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çын. Вăл яланах пурне те пулăшма тăрăшать, ăшă сăмахпа йăпатать. Пĕчĕк ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхтарать, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарать. Мĕн ачаран çут çанталăка, тăван çĕре, халăха, тăван чĕлхене юратма вĕрентет.
Атте — çирĕп ыйтакан, ĕçчен çын. Вăл таса, йĕркеллĕ тăхăнса çӳрет, пирĕнтен те çавнах ыйтать. Техникăпа тирпейлĕ, машинине пĕчĕк ача пек пăхать теççĕ атте пирки ялта. Лайăх шухăшласа пăхмасăр пĕр ĕçе те тытăнмасть. «Арçыннăн çурт тумалла, ывăл ӳстермелле, йывăç лартмалла», — тет вăл. Чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăлипе тăван килте кĕçĕн ывăл тĕпленет. Çемьеленсен аттепе анне çĕнĕ çĕре куçса тухнă та çурт çавăрнă. 2002 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пыл сăпасĕнче, йĕкĕреш шăллăмсем çуралчĕç. Куншăн пĕр савăнтăм, пĕр хурлантăм — атте мана сахалрах тимлĕх уйăрасран хăрарăм-çке. Çук иккен, аттепе анне юратăвĕ пур ачине те çитет, таса çăлкуç пек тапса тăрать. Халь эпир пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр та. Анне мана хăйĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ тет. Шăллăмсем аттепе пĕрле тĕрлĕ ĕçе хăнăхса çитĕнеççĕ. Саккăрмĕш класа çитнĕскерсем вĕренӳре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ.
Пирĕн йăхран тухнă çынсем пурте ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ, кăмăлне кура ял çинче ятлă, сумлă. Эпир те Вениковсен йăхĕн чысне вараламăпăр, вĕренӳре тата ĕçре малтисен ретĕнче пулма тăрăшăпăр. Шăкăл-шăкăл, мирлĕ, юратса, килĕштерсе пурăнма пире Турă пулăшса пытăр.
Çемье тăван килтен пуçланать. Савнă кил тăвансене пĕрле пуçтарать, хуйха та, савăнăçа та пĕрле пайлаттарать. Тăванпа пĕрле пысăк ĕç пуçлама та хăрушă мар, ĕçкĕ-çикĕре те савăнма кăмăллă. Пирĕн аттепе анне пур тăвана çыхăнтарса тăраççĕ, уйрăлса кайма памаççĕ, чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăлисене тытса пыраççĕ. Çапла пултăр та.
Мария ВЕНИКОВА,
ЧППУ студенчĕ.
Комментировать