Хресченĕн хĕлле те канăç çук

3 Фев, 2017

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Михаил Тагеев хресчен-фермер хуçалăхне республикăри ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансемпе фермерсен хушшинче пĕлмен çын çуках-тăр. Ахăртнех, кунта нумайăшĕ çитсе курнă. Сергей Павлов ял хуçалăх министрĕ чухне темиçе те пулнă. Ведомствăн хальхи ертÿçи Сергей Артамонов пĕлтĕр хĕлле пырса хуçалăхĕпе паллашнăччĕ.

Агроном тата экономист пĕлĕвне илнĕ М.Тагеев, çĕнĕлĕхшĕн студент пекех ăнтăлаканскер, çав вăхăтрах ял хуçалăх культурисен сорчĕсене тĕпченĕрен ăсчах евĕрех туйăнаканскер, ăслăлăхри çĕнĕ çул-йĕрпе пырса экономикăпа финанс кăтартăвĕсене çулленех лайăхлатать. Хĕлле те канăçсăр вăл. Çуракине тĕплĕн хатĕрленес ыйту пуçĕнчен тухмасть.

Улттăмĕш класс хыççăн — велосипед

Михаил Тагеев 1958 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Октябрьски салинче çуралнă. Шкулта тăрăшса пĕлÿ пухнă. Çав вăхăтрах тăван хуçалăха пулăшма та ĕлкĕрнĕ. Ашшĕ, Леонид Яковлевич, уй-хир бригадирĕ пулнă. Амăшĕ, Юлия Дмитриевна, ăçта хушнă çавăнта вăй хунă. Вăл çулсенче Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ самаях пысăк лаптăксенче тухăçлă хăмла туса илнĕ. Ăна татса пухма шкул ачисене те явăçтарнă. Пĕчĕк Миша та «симĕс ылтăн» плантацине çÿренĕ. Тăри юрриллĕ уйри ĕçсене хутшăннă.

— Пирĕн вăхăтри ăру хĕрÿ ĕçпе пиçĕхрĕ, — аса илчĕ ачалăхне Михаил Леонидович. — Тăваттăмĕш класс хыççăнах бригадир каланă çĕре тухнă, пĕчĕкренех тăван çĕре юратма хăнăхнă. Ачасем велосипедпа ярăнатчĕç. Пирĕн те урам тăрăх унпа пĕр хут та пулин ярăнса пăхас килетчĕ. Эпир тăваттăн ÿснĕ, эпĕ — асли. Аттепе аннен ăна туянса пама вăйĕ çитеймен пулĕ. Улттăмĕш класс пĕтерсен хам ĕçлесе илнĕ укçапа велосипед туянтăм.

Халĕ таварсене сутма çăмăлрах

— Михаил Леонидович, калаçăва малалла тăсиччен ЧР Пуçлăхĕн Çырăвĕ çинче чарăнса тăрар-ха. Ăна епле хаклатăр?

— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсемпе кашни çулах тĕплĕн паллашатăп. Вăл пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика Ертÿçи çулленхи пекех ял хуçалăхне аталантармалли ыйтусене çивĕч хускатрĕ. Унччен ял хуçалăх продукцине сутма хĕнччĕ. Халĕ тавар вырнаçтарма çăмăлрах.

— «Çамрăк специалистсене ялта ĕçлеме явăçтарас тесе вĕсене тивĕçлĕ шалу тÿлемелле», — терĕ Михаил Игнатьев.

— Кадр ыйтăвĕ пирĕн те çивĕч. Студентсем практикăра пулаççĕ, анчах пĕри те кунта килесси пирки калаçмасть. Специалистсем пырсан та хăйсем мĕне пултарнине пĕлтермеççĕ. Тÿрех: «Мĕн чухлĕ тÿлетĕр?» — теççĕ. Пире зоотехник, ветеринар кирлĕ. Агроном та ватă. Эпир ĕçлекенсене вырăнта упрассишĕн тăрăшатпăр. Ĕç укçине çулсерен май пур таран хăпартатпăр. Ĕне сăвакан операторсене те тупма çăмăл мар. Çул укçи тăкаклине пăхмасăрах вĕсене кÿршĕ ялтан илсе килетĕп. Аграри класĕсем уçма сĕннине те ырласа йышăнатăп. Пирĕн районта ăна хамăр ялти е Шуршăлти шкулта уçмалла. Çитĕнекен ăрăва аграри отраслĕпе ытларах кăсăклантармалла. Ачасем пĕчĕкрен тăван çĕре юратса ÿсчĕр. Вара кадр ыйтăвĕ çивĕчленмĕ.

М.Тагеев ашшĕ çулĕпе кайнă — Вăрнарти совхоз-техникум хыççăн тăван хуçалăхра 8 çул комплекслă бригадăна ертсе пынă. Вăл çулсенче Василий Малинин «Октябрьский» совхоз директорĕнче тăрăшнă. Василий Сергеевичăн çитес çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче 80 çулхи юбилейĕ пулин те хăйĕн вĕренекенне пулăшма ÿркенмест. Çил-тăмана пăхмасăрах кантура пынă.

— Авă хăй çывхарать. Ман пата хăна килнĕ. Ăна йышăннă вăхăтра Василий Сергеевичпа калаçăр-ха. Хуçалăх çинчен вăл манран кая мар пĕлет, — сĕнчĕ М.Тагеев.

Тухăç епле хывăнать?

— Эсир Михаил Леонидович ĕçне епле хаклатăр?

— Ырă сăмахпа кăна. Унăн пултарулăхне эпĕ çамрăк чухнех асăрханă. Тăрăшулăхĕ пысăк, пурнăçа аван пĕлет. Кăмăлĕ лайăх. Çынсене тырăпа, утăпа пулăшать. Пурте хисеплеççĕ ăна. Вăл лайăх ертÿçĕ çеç мар, тĕпчевçĕ те. Наука вĕрентнĕ пек ĕçлеме тăрăшать, пĕлĕвне хăй тĕллĕн ÿстерет. Пирĕн таврара çакнашкал маттур фермер пурришĕн савăнатăп çеç. Мана хăйне пулăшма чĕнсен — хаваспах килĕшрĕм.

— Çитес çулхи тухăç вырма вĕçленсенех хывăнма тытăнать теççĕ. Тулли тĕшĕллĕ пучахшăн хăçан пуçăнатăр?

— Питĕ тĕрĕс шухăшлатăр. Мана дисклă йывăр сÿрепе тăпрана çиелтен шăйăрттарса кайни, çумкурăкпа гербицидпа çеç кĕрешни килĕшмест. Пирĕн енче йывăр тăпра, кĕркунне пĕтĕм лаптăкра çĕртме турăмăр. Гумус шайĕ пĕчĕк, 2 процентран мала мар. Çĕре кăпăшлатма, пуянлатма сидератпа та анлă усă куратпăр. Пĕлтĕр хире тислĕк нумай кăлартăмăр.

Пусă çаврăнăшĕ 5 уйлă: тулă, урпа, сĕлĕ, люцерна, таса пусă. Ăна тĕрĕс пăхăнма ротаци таблици хатĕрлерĕмĕр. Çуркунне ĕç калăпăшне чакарас тĕллевпе тата кĕрхисем шанчăклă тухăç панине шута илсе 550 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăвартăмăр. Хутăш удобрени çителĕклĕ хыврăмăр. Фосфорпа кали калчана лайăх хĕл каçма пулăшаççĕ.

Вăрлăх саппас та хатĕрлетпĕр, ытлашшине сутатпăр. 60 тонна — тулă, 50 тонна урпан элита вăрлăхне туянтăмăр. Акма палăртнин 70-80% чухлех ку. Ытти пĕрремĕш репродукцилли пулĕ. Унран япăхраххине нихçан та варăнтарман. Сортсене темиçе çул сăнанă хыççăн чи лайăххисене суйласа илетпĕр, районлатпăр. Агротехникăри тата агротехнологири ĕçсенчен пĕрне те сиктерместпĕр. Вĕсем сăнчăрти сыпăксем пекех вĕçе-вĕçĕн сыпăнса пыраççĕ. Пĕри тухса ÿксен инкек кĕт. Ял хуçалăхĕнче те çавăн пекех. Çавна тĕпе хывмасан лайăх сорт та тухăçа палăрмаллах чакарать.

Михаил Леонидович хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтнăран пур çĕрте те йĕрке хуçаланать. ХФХн тăпри те пулăхлă. Çуркунне, çĕр типнĕ чухне, ăрша вылявлăн чÿхенсе кăтраланни уççăнах палăрать. Ыраш лайăх шăркаланать. Çак пулăмсем тухăç аван пуласса систереççĕ, кунта чăн-чăн çĕр ĕçченĕ вăй хунине палăртаççĕ. М.Тагеев вăхăт тупса пирĕн пата пычĕ. Унран выльăх отраслĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр.

Тепĕр хĕл каçмалăх та, сутмалăх та пур

— 2012 çулта «Çемье ферми» программăпа килĕшÿллĕн гранта тивĕçрĕм. Унпа тата кредитпа фермăна реконструкцилерĕм, оборудовани, сĕт сивĕтмĕшĕ вырнаçтартăм. Мари Республикинчен 103 пуç пушмак пăру туянтăм. Халĕ кĕтÿре 184 пуç, 104-шĕ — сăваканни. Алина Пресняковăпа Тамара Иванова операторсем хăйсен тивĕçне тăрăшса пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр 480 тоннăна яхăн сĕт сурĕç. Зинаида Гавриловăна пăру пăхма пулăшаççĕ. Выльăх апачĕпе Артемий Каяхов механизатор тивĕçтерет.

— Ăна çителĕклĕ хатĕрленĕ-и?

— Ку енĕпе ыйту çук. Вăл тепĕр хĕл каçмалăх та, сутмалăх та пур. 2016 çулта куккурус тĕшĕлĕх çитĕнтертĕмĕр. Тулăпа пĕрле авăртса хатĕрленĕ хутăш апат продуктивлăха ÿстерет. Тухăçа чакарас марччĕ тесе нумай çул ÿсекен курăк лаптăкне çĕнетсех тăратпăр.

— Коллектив пысăк-и? Ун çинчен мĕн калатăр?

— Вунвиççĕн пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Йыш хĕллехи вăхăтра çителĕклĕ. Акара, вырмара ял çыннисене чĕнсе илетпĕр. Елена Васильевăпа Татьяна Матюшова бухгалтерсене, Владимир Желудковпа Олег Кузнецов механизаторсене, Наталья Хлебновăпа Светлана Лапина поварсене лайăх ĕçленĕшĕн тав тăвас килет.

— Мĕн канăç памасть сире?

— Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть теççĕ. Чылай ыйтăва татса пама район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Владимир Васильев нумай пулăшаççĕ. Вĕсем пирки нимĕнле ÿпкев те çук. Солярка, газ, электроэнерги хакĕ хăвăрт ÿсни, çав вăхăтрах ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ аран-аран хăпарни шухăша ярать. Çураки çывхарать. Ячĕшĕн ĕçлесшĕн мар эпĕ. Ăна ăнăçлă ирттерме темĕн те кирлĕ. Минерал удобренийĕ пирки калаçса татăлнă ĕнтĕ. Анчах туянма укçа çитмест. Каллех кивçене кĕмелле. Патшалăх ăна питĕ илтересшĕн. Чăрмав кунта та çителĕклех. Раççей ял хуçалăх банкĕ кредит илме пулăшасса шанатăп. Шанатăп та-ха...Интервью пичетлениччен "Россельхозбанкĕн" Чăваш Енĕн уйрăмĕнче пултăм. Документсем йăлтах йĕркеллĕ. Анчах ман ыйтăва тивĕçтермерĕç. Халĕ хама кăна шанмалли юлать.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.