Пӳлĕмри чечексене тымарлантаратпăр

2 Фев, 2017

Нарăс уйăхĕ çитрĕ. Кун вăрăмланма тытăнни палăрть. Пӳлĕмре ӳсекен чечек-курăк тĕнчи те вăранма пуçлать. Хăшĕ-пĕри папкаланма, çулçă кăларма тытăнать. Шăпах пӳлĕмри ӳсен-тăрана тымарлантарса ĕрчетмелли вăхăт вăл. Чечексене ĕрчетесси пӳлĕмри ӳсен-тăрана пăхас ĕçре чи кăсăкли. Туратран тымарлантарса ĕрчетнĕ çамрăк хунава тус-юлташпа ылмаштарма, килте çук çĕнĕ, сайра тĕл пулакан экземплярлă пулма май парать. Паллах, тымарлантарас ĕç йĕркине пĕлсессĕн чечек-курăка ĕрчетме çăмăлрах. Хăшпĕр курăк турачĕ 4-5 уйăх тымар ямасăр ларма пултарать.

Татса илнĕ турата шыва лартса тымарлантарни чылай чухне тĕл пулать. Анчах çакă тĕрĕсех мар. Шывра тухнă тымар /уйрăмах вăрăмланса кайсан/ тăпрана куçарса лартсассăн вăй илсе каяймасть, аталанаймасăр вăрах ларать. Туратăн çĕнĕрен тăпрана тымар яма тивет. Шыва лартсассăн кăштах тымарлансассăнах тăпрана куçармалла.

Чылай ӳсен-тăран лайăх тымарланать. Хăшĕ-пĕри çулçăран та çĕнĕ хунав яма пултарать /сансевьера, фиалка/. Хăшне тымарланмашкăн пĕр çулçăпа пĕрле кăштах турат кирлех /бегони, рекс, замиокулькас, алое, крассула т.ыт./. Хăшпĕр ӳсен-тăрана тымар яма турат çинче пĕр-икĕ папка пулмалла /фикус, гибискус, цитрус, мирт йышĕнчисем т. ыт./.

Турата е çулçăна сывă, çирĕп ӳсен-тăранран илмелле. Аманнă, имшерленнĕ тĕмрен илнĕ турат хăвăртах аталанаймĕ. Ют çĕртен кӳрсе килнĕ чечек-курăк туратне те тымарлантарма йывăртарах. Мĕншĕн тесен вĕсене сутма хатĕрлесе вăйлă чечеклентерекен ятарлă им-çампа шăварса тăнă. Çавна май мĕнпур вăйĕ чечекленме кайнă, тымарĕ вара — вăйсăр. Туяннă куршакри чечексене çур çул иртсен çеç ĕрчетме пайлама юрать.

Ĕрчетмешкĕн пĕр çул çитĕннĕ туратсене касмалла. Ытлашши çамрăкки те, ватти те йывăртараххăн вăй илĕ.

Тымарлантарма лартакан тăпра органикăпа пуянах пулмалла мар. Ытлашши кăпка, пулăхлă тăпрара вăл тымарланса каяймасть, çĕрме те пултарать. Вăтамран çак виçепе хатĕрлеме юрать: çерем тăпри, торф — 50%, хăйăрпа вăрман мăкĕ /типĕтни/ — 50%. Сфагнум мăкне тăпрана кăпкалатма, нӳрĕк тытма, тăпрана çыхăнтарма хушаççĕ. Мăк хушнă тăпра çамрăк чечеке куçарса лартнă чухне саланса каймасть.

Лартмалли субстрата стерилизацилесе илмелле. Тĕрлĕ меслет пур. Кĕске хумлă духовкăра /микроволновка/ е ахаль духовкăра. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартăпăр. Кастрюль тĕпне чӳхесе илнĕ хăйăр 3-4 см, ун çине — торф, çиеле — мăк, ытти хутăш. Хăйăр çеç йĕпенмелĕх шыв ямалла. 10 литрлă кастрюле хупăлчапа витсе вăтам çулăм çинче 40 минут тытмалла. Унтан ăна сивĕтмелле, йăлтах хутăштармалла. Витĕр курăнакан пластик савăтсене тултармалла /сывлăш вылямашкăн вĕсен аякне, тĕпне шăтармалла/. Витĕр курăнни ӳсен-тăран тымарланнине сăнаса тăма май парать. Пĕчĕк, çулçăран каяканни валли 100 г стаканчик, пысăкрах туна валли 200 г кĕрекен стаканчиксем çителĕклĕ.

Туна хатĕрлесси. Ăна чалăшла касмалла, пăчăртанса тухакан сĕткенне çуса ямалла. Лартмалли енне 2-3 сехет «Корневина» чиксе тытмалла, унтан — тăпрана. Турат унта çирĕп тăмалла. Лайăх аталантăр тесен панчаламалла: хунава полиэтиленпа хупламалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.